Шăрттан ялĕнче нумай пулмасть Валерий Павловичпа Вера Петровна Ивановсен ячĕпе чаплă уяв кĕрленĕ, килĕшÿллĕ мăшăр пĕрлешсе çемьеллĕ пурăнма тытăннăранпа 50 çул çитнине паллă тунă.
Вĕсен çемйин историйĕ 1975 çулхи раштавра пуçланнă, пĕр-пĕрне килĕштерсе 4 çула яхăн çÿренĕ хыççăн, юратуллă мăшăр Шăрттан ял канашĕнче хут куçарттарнă, саккунлă йĕркепе упăшкипе арăмĕ пулса тăнă. Çавăнтанпах вĕсен юратуллă чĕрисем пĕр кĕвĕллĕн тапаççĕ.
Иккĕшĕ те вĕсем хăйсем кăмăлланă ĕçре тимленĕ, Вера Петровна Йĕпреçри çăкăр заводĕнче чылай çул вăй хурса ахаль лаборантран пуçласа директор таранах ÿснĕ, «Ĕç ветеранĕ» медале, ведомство министерствин мухтав хучĕсене тивĕçнĕ. Валерий Павлович салтакран таврăнсанах районти культура çуртне ĕçе кĕнĕ пулнă, унтан «Ибресинский» совхозăн, каярах çак хуçалăх «Знамя» колхоз пулса тăрсан та, сĕрмелли-çунтармалли материалсен склачĕн заведующийĕнче вăй хунă. Вăл, чылай пысăк опытлă тата стажлă специалист, ял хуçалĕх ĕçĕн ветеранĕн хисеплĕ ятне тивĕçнĕ. Çавăн пекех ял аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн ăна «Шăрттан ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» ятпа чысланă.
Ивановсем çирĕп çемье чăмăртанă, виçĕ ача çуратса ÿстернĕ, пурте çĕршыва юрăхлă çынсем пулса тăнă. Килĕшÿллĕ мăшăра ылтăн туйпа территори пайĕн пуçлăхĕ Александр Саперов саламланă, тăван ен аталанăвне сумлă тÿпе хывнăшăн тав туса Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Игорь Семеновăн Тав çырăвĕпе наградăланă.
Светлана Быкова
Август 2026 |
