НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Чăвашсен пĕрремĕш хыпарçи

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2026, 10:34 Просмотров: 174

Кăрлач уйăхĕ пирĕншĕн, чăваш вулаканĕсемшĕн чăннипех те тĕп уйăх шутланать. 1906 çулхи кăрлач варринче Хусан хулинче чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар» тухса тăма  тытăннă. Шел, унăн кун-çулĕ малтанах пĕр тикĕссĕн куçса пыман. 1917 çулхи нарăс уйăхĕччен «Хыпар» хаçатăн хăйĕн çывăх тусĕсем - вулакансем патне йĕркеллĕ çитсе тăрайман. Аслă революциччен хаçат йĕркеллĕ тухса тăрайман.

Халĕ эпир чăвашсен пĕрремĕш хыпарçи тухса тăма тытăннăранпа 120 çул çитнине паллă тăватпăр. +ак тапхăрта «Хыпар» чăннипех те тарăн, мухтавлă çул утса иртрĕ, вăл чăваш историне, чăваш культурине тĕплĕн çутатакан кăларăм пулнипе пĕрлех тăван республикăн социаллă пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тĕрлĕ енлĕн тĕпчекен хаçат пулса тăчĕ. Унăн кун-çулĕнче - халăхăмăрăн, чăваш тĕнчин шăпи. Хаçат ячĕ тĕрлĕ çулсенче улшăнсах тăни чи малтанах идеологипе çыхăннă мар-и? Анчах унăн тĕп тĕшши сыхланса юлнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çур ĕмĕр каяллах çапла çырнă:

Паян çав кун çывхарчĕ мар-и?

Мĕнпур Тăван çĕршывăм тăрăх

Янрать чăваш ăс-халĕ хурçăн.

Эппин акса хăварнă вăрлăх.

Тавсси, профессор! Тайма пуçăм!

Профессорĕ вăл - Муркаш тăрăхĕнчи Купăрля ятлă ялта çуралнă Василий Никитич Никитин-Никольский. Тăван халăх пурнăçне тĕплĕн  тĕпчессине хăйĕн пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ туса хунă сумлă ăсчах умĕнче эпир паянчченех пуçăмăрсене таятпăр, вăл тунă сăваплă утăмра чăваш пуласлăхне курса тăратпăр. Николай Никольский никĕсленĕ «Хыпара» хальхи вăхăтра  чăннипех пĕр тикĕссĕн кашлакан капмар вăрман пек куратпăр мар-и? «Хыпар» издательство çурчĕ кăларакан хаçатсен тиражĕсем ÿссех пыраççĕ. Çакна палăртса хăварма уйрăмах кăмăллă пире: паян асăннă издательство çурчĕ çумĕнче районсемпе хуласенче тухса тăракан 11 кăларăм хăйсен кун-çулĕсене малалла тăсаççĕ. Вĕсем пурте  - тăван республикăн тĕрлĕ енлĕ пурнăçне тĕрĕс те тĕрлĕ уççăн çутатассине тĕпе хураççĕ, халăхсен ĕçне-хĕлне сăнлама, вулакансен кăмăлне туллин çырлахтаракан материалсене ытларах вырăн пама тăрăшаççĕ.

Николай Никольский никĕсленĕ «Хыпар» хаçат çĕнĕ самана умĕнче тăракан йывăрлăхсене пĕрлехи майсемпе татса парассине тĕпе хурать. Пĕр ÿстермесĕрех çапла калама пултаратпăр эпир% «Хыпар» издательство çурчĕ ялсемпе хуласене пин-пин тиражпа çитерсе тăракан хаçатсемпе журналсем пĕтĕм чăваш кăларăмне, тăван халăх культурине ăнăçлăн хÿтĕлеме пулăшасси нимĕн чухлĕ те иккĕлентермест. «Хыпар» та, унăн йышлă «çемйи» те хăйсен тĕп тĕллевне ăнăçлăн хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтăва татса пама кирек хăçан та хатĕр.  «Хыпарçăсем» хăйсене шанса панă таса тивĕçе чун-чĕре хушнă пек пурнăçлассишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвĕç.

«Хыпар» издательство çурчĕ пурнăçлакан чыслă та мухтавлă ĕç вăл - чăннипех сăваплă, истори пĕлтерĕшлĕ ĕç. Кунта  çакна та каласа хăвармаллах пуль: эпĕ хам та «Хыпар» хаçатăн вырăнти корреспондентĕнче 15 çула яхăнах ĕçлерĕм, çав тапхăрта Йĕпреç, Вăрнар, тата Канаш вулаканĕсене паянхи вăхăт, самана ыйтакан материалсемпе тивĕçтерсе тăтăм. Хамăр умĕн «Хыпарта» ĕçленĕ аслă юлташăмăрсен халалĕсене малалла тăсассишĕн мĕнпур ăнланулăхпа тăрăшнине нихăçан та манас çук. «Хыпарта» çанă тавăрса тăрăшнă çулсенче Чăваш Республикинчи журналистсен Союзĕн +емен Элкер ячĕллĕ премине илме тивĕçнине те - чи пысăк та сăваплă чысăм вырăнне хуратăп. Пĕтĕмлетерех калас-тăк, «Хыпарта», унти пултаруллă та анлă тавракурăмлă хаçатçăсемпе ĕçлени вăл маншăн - пурнăç шкулĕнче илнĕ пĕлÿ пекех туйăнать. Хампа пĕрле тăрăшнă маттур журналистсене хаçат юбилейĕпе саламлатăп, чунтан тав тăватăп, вĕсен çул-йĕрне малалла такăрлакан çамрăксене пултарулăх каçалăкĕнче çĕнĕ пай-тÿпе хывма ăнăçусем сунатăп.

Йĕпреç Ен вулаканĕсене, чăваш культурипе историне, литературăпа таврапĕлÿ ĕçĕсене малалла тăсассине иккĕмĕш вырăна хăварман тус-юлташăмсене Чăваш журналисчĕсен кунĕ ячĕпе саламласа, хавхалануллă çул-йĕрпе малалла та шанчăклăн утма, пичетĕн витĕмне ÿлĕмрен те ăнăçлăн ÿстерсе пыма ăнăçусем сунатăп.

Геннадий Кузнецов,

Чăваш Республикин 

тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译