НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пурнăç çулĕпе - çирĕп тĕллевпе...

Категория: Публикации Опубликовано: 26.12.2025, 09:53 Просмотров: 163

Шăпа çапла килсе тухасси - хăйне сăпка сиктернĕ Хумри Ишекрен ял çуммипех юхса иртекен шыв урлă каçса, юнашарта вырнаçнă Вăтаелĕнче ĕмĕр ирттересси пирки вăл тĕлленме те пултараăман ĕнтĕ малтанах. Анчах Турă пиллĕхĕпе килекен савăк та пархатарлă пурнăç мĕнлерех çаврăнса каясса никам та тăруках татса параймасть ĕнтĕ.

Хум юханшывĕ хĕрринче никĕсленнĕ авалхи чăваш ялĕнче кун çути курнă, ĕçчен те тăпăл-тăпăл çемьере çуралса ÿснĕ, çуллахи шăрăх кунсенче шывра чăпăл-чăпăл туса чÿхеннĕ Галина Алексеевна Назаровăпа шăпах çапла пулса тухнă та. Вăл Вăтаелĕнчи Валерий Лукинпа, ку тăрăхри ăста алăллă та пултаруллă каччăпа пĕрлешсе унпа кун-çулăн анлă çул-йĕрĕпе шанчăклăн утса кайма кăмăл тунă. Пĕр çăвартан тенĕ пек килĕштерсе пурăнакан, çукран пур тума вăй-халпа хăват çитерекен çемье чăннипех те ырă ятлă  ку тăрăхра. Валерий Васильевичпа Галина Алексеевна кун-çул каçалăкĕнче пĕр тÿпе хыççăн теприне илсе пынă май, тăватă ачине сенкер уçлăх ытамне вĕçтерсе кăларчĕç, вĕсене хăйсем кăмăллакан ĕçсене юратса ÿсме хавхалантарчĕç кăна мар, ял-йыш умĕнчи таса тивĕçе чыслăн пурнăçа кĕртсе пыма хавхалантарчĕç. Вĕсен аслă ывăлĕ Василий - прапорщик, Володя - Канашри пĕр завод рабочийĕ, Вадим - тăван çĕршывăн тĕп хулинче тĕпленнĕ, кĕçĕнни, Виталий, Йĕпреç муниципалитет округĕн администрацийĕн пай пуçлăхĕ. Кĕскенрех калас-тăк, пурте вĕсем хăйсене кăмăла каякан ĕçре тăрăшуллă та пуçаруллă.

Эпир паян çак тĕрленчĕкре Галина Алексеевна Лукина, маттур та канăçсăр хĕрарăм çинчен ăшпиллĕн çырса кăтартасшăн.

...Галина Алексеевна районти почта  çыхăнăвĕн Эйпеçри уйрăмĕнче вăтăр çула яхăнах тăрăшнине паянхи пекех лайăх астăватпăр-ха. Туслă тупăшура ыттисемшĕн паха тĕслĕхлĕччĕ вăл. Коллективăн Хисеп хăми çинчеччĕ унăн ячĕ. Производство ларăвĕсенче, ăмăрту кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ чухне чи малтисен йышĕнче асăнатчĕç ăна, администрацин Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене, малтисен ретĕнче пынине çирĕплетекен паллăна илекенсен хушшинчеччĕ вăл, Хумри Ишек хĕрĕ тата Вăтаел кинĕ. «Социализм ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи» Диплома миçе хутчен илнине хăй те татса калаймĕ.

«Яваплă çынсем хушнă ĕçе - чĕре тивĕçне чыслăн пурнăçлассине анне кирек хăçан та тĕп вырăна хунă. Почта çыхăнăвĕн тытăмĕнче вара çак тĕллев яланах чи пĕлтерĕшли», - тет Лукинсен кĕçĕн ывăлĕ Виталий, тăван муниципалитет округĕн администрацийĕнче ĕçлекен-скер. Сăмах майăн калас-тăк, Виталий Валерьевич - Йĕпреç тăрăхĕнчи пултаруллă та пуçаруллă тавра-пĕлÿçĕсенчен пĕри, хăй вăхăтĕнче аслашшĕн, Эйпеç ял тăрăхĕн администрацине ăста ертсе пынă Василий Тимофеевич Лукинăн мăнукĕ Эйпеçпе Вăтаел ялĕсен историйĕпе çине тăрсах кăсăкланать. Тахçан, иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче, Калинин ячĕллĕ колхозри строительсене çĕнĕ ÿсĕмсем тума хавхалантарнă маттур бригадир тăван тăрăхĕ çинчен пухнă паха материалсене уйрăм кĕнекен кăларма шутланă пулнă, анчах вăл хатĕр материалсене Çĕпĕртен курма килнĕ пĕр таврапĕлÿçĕне парса янă та, Василий Лукинăн пархатарлă ĕмĕчĕ татăлнă. Тен, çак ĕçе Галина Алексеевнăпа Валерий Васильевич Лукинсен ачисем вĕçне çитерĕç. Кунта çак шухăша палăртса хăварни вырăнлă: Йĕпреç тăрăхĕнчи Вăтаелне чи малтан куçса килнисен хушшинче Тăвай енри Вăтаелĕнчи çынсем пулнă. Нумай пулмасть кăна Вячеслав Козлов таврапĕлÿçĕ çав ял çинчен самаях пысăк кĕнеке кăларнă иккен. Кун çумне Йĕпреçсен Вăтаелĕсем те хăйсен сумлă парнипе хутшăнасса шанатпăр эпир. «Кирлĕ, питех те кирлĕ çак ĕçе вăраха ямасăр пурнăçлани», - çирĕплетеççĕ Василий Тимофеевичăн ывăлĕпе кинĕ. Хамăрăн тĕп тĕллеврен пăртак пăрăннăшăн каçартăрах пире вулакан. Халĕ вара шухăшпа Галина Алексеевнăпа Валерий Васильевич Лукинсем патне  çитер-ха. Канăçсăр пурнăç çулне малалла çирĕппĕн те шанчăклăн такăрлакан мăшăрăн кун-çул çине çĕкленÿллĕ кăмăлпа çаврăнса пăхма тивĕç çителĕклех.

Вăтаелĕнчи шкул урамĕнче ÿссе ларнă Лукинсен çурчĕсем чи хÿхĕммисем мар-ши; Ашшĕпе амăшĕ тунă тĕп килпе юнашарах Володьăпа Вадимăн хÿхĕм керменĕсем ватă ялăн сăн-сăпатне çамрăклатса тăнăнах туйăнать. Тĕрлĕ çĕртен ĕçлесе таврăнсан ывăлĕсемпе кинĕсем тăван киле кĕрсе, çывăх çынсемпе чун-чĕрисене уçса калаçмасăр нихăçан та каймаççĕ.

...Виталий Лукин, Лукинсен кĕçĕн ывăлĕ, калаçăва хутшăнать: «Аттепе анне - пирĕн чи пĕрремĕш вĕрентÿçĕсем. Пурнăç кăткăслăхне çăмăллатса пыма хăнăхтарнăшăн, йывăрлăхсене çĕнтерме вăй-хăват панăшăн эпир вĕсене çĕре çитичченех пуç тайса тав тăватпăр. Кун-çул авăрĕнче çухалса кайман çынсем кăна умри чăрмавсене çĕнме хал çитереççĕ.

Пĕчĕкренех, сăпкаран уйрăлсанах çăкăр хакне пĕлме хăнăхтарнă пире. Çавăншăн нимĕнле хакпа та виçме çук çывăх çыннăмăрсене ăшпиллĕн те тараватлăн тав тăвас килет. Тĕнче темĕнле хирĕçÿллĕ пулсассăн та, эпир мĕнпур тавлашусемпе харкашусене татса пама пултаракан çынсем-çке».

Галина Алексеевна кăçалхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче хăйĕн черетлĕ юбилейне паллă тăвать. Вăтаелĕнчи йышлă тăванĕсем ăна çут тĕнчене килнĕренпе 65 çул çитнĕ ятпа ăшшăн саламлаççĕ, ытарайми кăмăл-туйăмĕнчи çунатлă ĕмĕтсене туллин те илĕр-тÿллĕн пуянлатса пыма пархатар сунаççĕ. Çак салам çумнех Галина Алексеевнăн Хумри Ишек ялĕнче çуралнă хаклă тăванĕсем: Толя пиччĕшĕпе Надя тата Альăпа Оксана йăмăкĕсем те хавхалансах хутшăнчĕç.

х х х

Ял çыннисем каланă тăрăх, Вăтаелĕнчи Лукинсенни пек çирĕп çемьесене ку тăрăхра шутласа кăларма йывăр мар.  Галина Алексеевнăпа Валерий Васильевич кил-хуçалăхĕн картишĕнче йышлă выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Хăй вăхăтĕнче вĕсен  утарĕ пек тухăçли пулман  та темелле. Лукинсен мăн аслашшĕ - Тимахви мучи - Калинин ячĕллĕ колхоза утартан пысăк услам-тупăш илнипе пуянлатса пынă. Шел, халĕ çак отрасль манăçа тухнă ĕнтĕ.

- Çукран пур тума пĕлекен, мĕн пуррине хушăнтарса пыма тахçанах  вĕренсе çитнĕ Лукинсене çĕре çитичченех пуç тайса саламлама никам та хирĕç пулас çук, - теççĕ вăтаелсем, сумлă та чыслă ĕçченсене сăпайлăн та тараватлăн тав туса...

Чăнлăх çулĕнчен пăрăнса каймăпăр. Галина Алексеевнăпа Валерий Васильевич   аслисен пил-халалĕсене  тасан упраса ÿснĕ. Пурнăç çине тĕрĕс пăхма вĕсене шкулта илнĕ пĕлÿ тата ваттисен халалĕсемпе каларăшĕсем çав тери нумай пулăшаççĕ.  Вĕсем ачисене те çакăн пек тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕшĕн ял-йыш умĕнче   чăннипех пысăк чыса тивĕçнĕ. Чăн та, кунтан ырăраххи тата пархатарлăраххи тата мĕн пултăр ĕнтĕ;

Лукинсем кун-çул каçалăкĕнче илнĕ ĕмĕр кĕнекине çĕнĕ страницăсем хушаççĕ, вĕсене хăйсен ÿсĕм-çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах пыраççĕ.

Геннадий Кузнецов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译