НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çемье уявĕ - ылтăн туй

Категория: Публикации Опубликовано: 26.12.2025, 09:44 Просмотров: 164

 Шăрттанти Галина Ивановнăпа Геннадий Евгеньевич Даниловсем иртнĕ канмалли кунсенче мăшăрланса çемье çа-вăрнăранпа 50 çул çитнине паллă тунă. Çемье телейĕпе туллин киленсе пурăнаканскерсем ылтăн туй савăнăçне пĕрле пайлама çывăх çыннисемпе тус-тăванĕсене, ачисемпе мăнукĕсене уяв кĕрекине пуçтарнă. 

Икĕ чĕре хушшинчи юрату кăварĕ иртнĕ ĕмĕрти 70-мĕш çулсенче хыпса илнĕ. Клубри çамрăксен каçĕнче тĕл пулнă та пĕр-пĕрне куç хывнă. Унтан, çулталăка яхăн туслă çыхăну тытнă хыççăн, уйрăммăн пĕр кун та пурăнма пултарайманнине ăнланса илсен, пĕрлешнĕ. Çавăнтанпа çур ĕмĕр чухлĕ вăхăт иртсе кайнине сиссе те юлайман мăшăр, вĕсен хушшинчи  юратупа килĕшÿлĕх вара çирĕпленсе кăна пынă.

«Йĕппи хыççăнах - çиппи!» - тесе ваттисем Даниловсем çинчен каланăнах туйăнать, килĕшÿллĕ мăшăра уявра та, ĕçре те ялан пĕрле курма хăнăхнă ял-йыш. Иккĕшĕ те тăван ял, Йĕпреç ен аталанăвне палăрăмлă тÿпе хывнă. Галина Ивановна хăй вăхăтĕнче почтăра та, киносетьре те, поселок канашĕнче те тăрăшнă. Геннадий Евгеньевич водительте ĕçленĕ, «Сельхозхими», «СХТ», «Тырă йышăнакан предприяти» тытăмĕсенче йывăр тиевлĕ машина çÿретнĕ, ялан ырă тĕслĕхлисен ретĕнче пулнă. Геннадий Евгеньевич ĕçчен, пур енĕпе те ăста çын, юрра-ташша та пултарать. Вăл пушă вăхăтра ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Улах» фольклор ушкăнне çÿрет, пĕр концерт та вăл хутшăнмасăр иртмест.

Вĕсем ывăлпа хĕре пурнăç парнеленĕ, халĕ 7 мăнукне воспитани пама пулăшаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн килĕнче  ача сасси татăлма та пĕлмест.

Даниловсене ылтăн туй ячĕпе Шăрттан территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Гордеева килне пырса саламланă, мăшăра Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕнчен Игорь Семеновран килнĕ свидетельствăпа, асăнмалăх парнепе чысланă, «Улах» ушкăн вара хисеплĕ юбилярсене илемлĕ юрă-кĕвĕ парнеленĕ.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译