Кăçалхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕчченхи тапхăрта Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсем хушшинче пултарулăх конкурсĕ ирттерчĕ. Кăçалхипе вăл вун тăваттăмĕш хут иртрĕ. Конкурсра çак номинацисем пулчĕç,
пĕрремĕш номинаци - «Юратнă кĕнеке çинчен çырнă чи лайăх хаклав»;
2-мĕш - «Юратнă хайлаври чи интереслĕ самант» темăпа хатĕрленĕ ÿкерчĕк»;
3-мĕш номинаци «Чăваш халăх юмахĕ тăрăх хатĕрленĕ чи лайăх ÿкерчĕк»;
4-мĕш номинаци «Вăрçă çинчен çырнă кĕнеке тăрăх хатĕрленĕ чи лайăх ÿкерчĕк»;
5-мĕш номинаци «Ача хатĕрленĕ чи лайăх кĕнеке».
Ачасем хăйсем çырнă хайлавсем тăрăх кĕнеке хатĕрлерĕç. Ку номинацинче ача ĕçĕ тĕпре пулчĕ. Конкурса хутшăнма Чăваш кĕнеке издательствинче юлашки çулсенче тухнă кĕнекесемпе çеç усă курмалла пулнă. Ачасене конкурса Татьяна Александровна Авдеева тата Юлия Васильевна Кошелева вĕрентекенсем хатĕрлентерчĕç. Ачасем тăрăшни çитĕнÿпе савăнтарчĕ. «Вăрçă çинчен çырнă кĕнеке тăрăх хатĕрленĕ чи лайăх ÿкерчĕк» номинацире Марта Ананьева (6 кл.), София Ракова (7 кл.) - çĕнтерÿçĕсем, Володя Ананьев (6 кл.) тата Павел Ананьев (8 кл.) 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.
«Ача хатĕрленĕ чи лайăх кĕнеке» номинацинче те çăкалăхсем малти вырăнсемпе савăнтарчĕç. Арина Константинова (5 кл.) «Манăн çемье», Марина Васильева (5 кл.) «Юрататăп», Мария Ильина (4 кл.) «Большие и маленькие» ятлă кĕнекесемпе 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Александра Андреева (4 кл.) тата Юлия Иванова (7 кл.) «Юратнăскерсем» ятлă кĕнекепе 3-мĕш вырăна тухрĕç. Çăкалăх ачисем чыслава та кайса килчĕç. Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче республикăри Ача-пăча тата Çамрăксен библиотекинче конкурсра палăрнисене чысларĕç. Малти вырăн йышăннисене дипломсемпе тата хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç.
Юлия Кошелева,
вĕрентекен
Август 2026 |
