Пучинкери вăтам шкулти хастар ачасен пĕр ушкăнĕ пĕтĕм çĕршыв шайĕпех пыракан «Раççей ачисен Хĕл Мучийĕ» акцине хутшăннă, вĕсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли ырă кăмăлпа парнесем хатĕрлесе вĕсене фронта валли хÿтлĕх каррисем çыхакансен тата госпитальсене кирлĕ япаласем çĕлекенсен центрне пырса панă. Ыркăмăллăх посылкисене хăйсем ÿкерсе ăсталанă саламлă открыткăсемпе çырусем чикнĕ. Парнесем кĕçех СВОна çитмелле.
Ачасемпе пĕрлех Хĕл Мучипе Юр пике те килсе çитнĕ кунта, хĕрарăмсене çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе саламланă, пылак кучченеçсемпе хăналанă. Пурте пĕрле карталанса тăрса, Лилия Иванова музыкçă баянпа каланă кĕвĕ-çемĕпе уяв юррисене шăрантарнă, кăмăл-туйăма хаваслăх кĕртнĕ.
Хĕл Мучипе Юр пике команди ялти аптекăсенче, магазинсенче, почтăра, пулăшу ĕçĕсем кÿрекен ытти организацисенче тимлекенсемпе те курнăçнă, çывхарса килекен асамлă уяв ячĕпе саламласа пылак кучченеçсем валеçнĕ. Урамра тĕл пулнисене те савăнăç парнеленĕ.
Светлана Быкова
Август 2026 |
