Пучинкери вăтам шкулти 8-мĕш класра вĕренекен ачасем патне хаклă хăна - çак класра вĕренекенĕн ашшĕ, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан боец А. Хрисанов - тĕлпулăва килнĕ.
Ачасем ăна, Тăван çĕршыва, мирлĕ тÿпене хÿтĕлекен паттăра, ăшă кăмăлпа кĕтсе илнĕ, вăл служба çинчен каласа панине тимлесе итлесе ларнă.
Салтак çар операцийĕн задачисене пурнăçланă май мĕнлерех йывăрлăхсене парăнтарма тивни, воинсем хушшинчи туслăхпа тăванлăх тăшмана çĕнме пулăшса пыни çинчен каласа панă, çар пурнăçĕнчи тĕслĕхсене илсе кăтартнă. Вăл ачасене тăрăшса лайăх вĕренме, спортпа, ĕçпе хул-çурăма çамрăклах пиçĕхтерме, сывлăха çирĕплетме сĕннĕ.
Вĕренекенсем хăйсем енчен тĕрлĕ ыйтусем панă салтака, унăн хуравĕсем тăрăх ятарлă çар операцийĕнче нацистсене хирĕç тăракан паттăрсен çăмăл мар служби çинчен тĕплĕнрех пĕлнĕ. «+ĕршыва паян Украина çĕрĕ çинче хÿтĕлекенсем - пурте геройсем!» - тенĕ ачасем хăнана кăмăллă та уçă калаçушăн тав туса. «Сире сывлăх, чăтăмлăхпа хастарлăх сунатпăр. Часрах каялла çаврăнса çитмелле пултăр! Çĕнтерÿ пирĕн енче!» - тесе ăсатнă ачасем салтака.
Август 2026 |
