НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Манăçман паттăрлăх

Категория: Публикации Опубликовано: 26.12.2025, 09:31 Просмотров: 170

Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă çулталăк вĕçĕнче Шупашкарта, «Çĕнĕ Вăхăт» издательствăра  «Потерянная правда» кĕнеке кун çути курнă. Унăн авторĕ - республикăри паллă журналист-публицист, çак тарана çитсе чăваш вулаканĕсене 100 ытла кĕнеке пичетлесе парнеленĕ Эдисон Патмар.

Çак хайлавра вăл пирĕн районти Шăрттан ялĕнче çуралса ÿснĕ Федор Григорьевич Григорьев фронтовик çинчен ăшшăн çырса кăтартнă. «Ку ĕçе халăх патне çитерме  пулăшнăшăн эпĕ асăннă паттăрăн мăнукне Владимир Григорьева чун-чĕререн тав тăватăп, - терĕ Эдисон Иванович, вулакансемпе тĕл пулма Йĕпреçри тĕп библиотекăна килнĕскер.

«Потерянная правда» кĕнеке презентацийĕ, раштавăн 23-мĕшĕнче иртнĕскер, тĕп библиотекăн вулав залне нумай çынна пуçтарчĕ.  Малтанах асăннă учрежденинче ĕçлекен Екатерина Воронцова Эдисон Патмарăн пултарулăхĕпе ăсталăхне уçса кăтартнă май, унăн çарпа патриотла воспитани парас тĕлĕшпе тунă пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Федор  Григорьев Тăван çĕршывăн  аслă вăрçинче, хăюллăн та паттăррăн çапăçса 5 орден кавалерĕ пулса тăнă. Анчах та унăн паттăрлăхĕ çинчен ентешĕсем, çав шутра шăрттансем те, веçех пĕлмен. Кунашкал тĕрĕсмарлăхпа Федор Григорьевăн мăнукĕ, ăста та пултаруллă Владимир Григорьев специалист, килĕшме чăтăм çитереймен. Вăл, тĕрлĕ архивра пулса, аслашшĕн вăрçăри паттăрлăхне туллин уçса паракан материалсене шыраса тупнă.

Тĕп вулавăша Йĕпреçри пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкулăн 9-мĕш класĕнче вĕренекенсем тата Совет Çарĕн Германире хĕсмет ирттернĕ ентешсен пирĕн районти организацийĕн пайташĕсем, çарпа тата патриот темипе кăсăкланакансем пуçтарăнчĕç.

Кĕнеке авторĕ Эдисон Патмар (вăл - чăвашсен паллă фольклорçин Иван Патмарăн ывăлĕ) асăннă ĕç мĕнлерех  çырăнни çинчен каласа париччен «Потерянная правда» мĕнлерех йĕркепе кун çутине курнин тĕп сăлтавне уçăмлатрĕ. Ăна вулакансем патне çитерме пулăшакан вара Федор Григорьевăн мăнукĕ, Тюмень облаçĕнче ĕçлесе пурăннă Владимир Григорьев пулнă-мĕн. Çыравçăпа краевед асăннă кĕнеке вулакансен тĕнчине мĕнле çитнине тĕслĕхсем илсех каласа пачĕç.

Эдисон Патмарăн çĕнĕ ĕçне пахаласа тухса калаçнă çынсем «Потерянная правда» чăннипех Йĕпреç тăрăхĕнче хăйĕн çулне тупасса шанса тăнине палăртрĕç.

Тĕлпулăва Федор Григорьевăн кĕçĕн мăнукĕ Ольга Петрова тата кĕçĕн мăнукĕн ачи Алина Григорьева та хутшăнчĕç.

«Потерянная правда» кĕнеке авторĕ вулавăша килнисенчен чылайăшне хăй юлашки вăхăтра тĕрлĕ издательствăра пичетлесе тухнă кĕнекисене парнелерĕ.

Районти шкулсенче тата ялсемпе поселоксенчи вулавăшсенче çак кĕнеке тăрăх конференцисем ирттерессе шанас килет. Манăçман паттăрлăха асра тытнин пĕл-терĕшĕ пысăк...

Геннадий Кузнецов  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译