«Единая Россия» политика партийĕн пуçламăш уйрăмĕсен лидерĕсене конференцире чысланă, вĕсен хушшинче пирĕн ентеш те пур
Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн 36-мĕш конференцийĕ иртнĕ. Унта Йĕпреç муниципалитет округĕн делегацийĕ те хутшăннă.
Черетлĕ конференци иртсе пыракан çулталăка пĕтĕмлетмелли тата çитес çула валли çĕнĕ тĕллевсем палăртмалли площадка пулса тăнă. Конференци делегачĕсем умĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, «Единая Россия» партин регион уйрăмĕн секретарĕ Леонид Черкесов тухса калаçнă, партин вырăнти уйрăмĕсен ĕç-хĕлне хак панисĕр пуçне вĕсем лидерсене палăртса хăварнă. Уйрăмах хастаррисемпе пуçаруллисен ретĕнче пирĕн округри Туçа ялĕнчи пуçламăш уйрăм секретарĕ Ираида Ильина та пурри пире пурне те питĕ савĕнтарать, вăл партин федераци шайĕнче ирттерекен конкурсĕн регионти тапхăрĕн çĕнтерÿçи пулса тăнă.
Конкурса республика муниципалитечĕсенчен пĕтĕмпе 70 ытла заявка тăратнине, вĕсенчен 9-шĕ кăна малтисен шутне лекнине тимлĕхе илсен, Ираида Васильевнăн çĕнтерĕвĕ çав тери пысăк хака тивĕçни палăрать. Юлашкинчен вара чи лайăх виçĕ уйрăма, вĕсен хушшинче туçасене те, чысланă. Вĕсем «Ялти пуçламăш уйрăмсем» категорири «Партин Халăх программине пурнăçа кĕртнĕ чи лайăх практика» номинацире çĕнтерÿçĕ Дипломне тата 40 000 тенкĕ премие тивĕçнĕ. Наградăсене ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн Леонид Черкесовăн тата РФ Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаеван аллинчен чыслă лару-тăрура илнĕ. Ираида Ильинана çавăн пекех Алла Салаеван Тавне парса хисеп тунă.
Светлана Быкова
Август 2026 |
