НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 19.12.2025, 09:09 Просмотров: 190

Паян сывлăхлă пуласси модăра! Вара, çамрăк ăрăва  тинкернĕ май, çамрăксем хăйсен сывлăхĕ çинчен шухăшлама пуçланине куратăн. Округра иртекен «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акципе килĕшÿллĕн, Йĕпреç муниципалитет округĕн централизациленĕ библиотека тытăмĕн Тури Кĕлешкасси ял библиотеки ял клубĕпе пĕрле «Сывă пурнăç йĕркине пĕлекенсем» темăпа сывлăх сехечĕ ирттернĕ.

Библиотекарь ачасене сывă пурнăç йĕркин тĕп правилисене, çав вăхăтрах тĕрĕс апатланасси, хастар ĕçлесси, спортпа туслă пуласси çине уйрăмах тимлĕх уйăрмалли çинчен каларĕ.

Мероприяти малалла конкурссемпе тăсăлчĕ: «Раççейĕн 10 паллă спортсменĕ», «Спорт тĕсĕсем», «Сывлăх карçинкки». Çак конкурссене ачасем хаваспах хутшăнса тĕрĕс хуравсемпе савăнтарчĕç. Çамрăксем çын сывлăхĕ пирки кăткăс ыйтусене хуравларĕç. «Сывă пурнăç йĕркисен 10 правили» ятлă анкета тултарчĕç. Спорт, тĕрĕс апатлану тата усăллă йăласем çинчен çырнă кĕнекесемпе паллашрĕç. Мероприятие вĕçленĕ май, ачасем сиенлĕ  йăласемсĕр пурăнма интереслĕрех тесе пĕтĕмлетрĕç. Спортпа туслашса, ташласа, лайăх кĕнеке вуласа, пĕр-пĕринпе хутшăнса киленмелле.

Альбина Иванова,

библиотекарь

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译