НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ачасене хĕллехи хăрушсăрлăх пирки

Категория: Публикации Опубликовано: 19.12.2025, 09:07 Просмотров: 215

Ачасемшĕн хĕл – çулталăкри чи хаваслă вăхăтсенчен пĕри. Юрпа выляма, кĕлеткесем купалама, çунашкапа, йĕлтĕрпе, конькипе ярăнма мĕнле ача юратмасть-ши? Анчах та, хĕл вăййисем савăнăç илсе килччĕр тесен, хăш-пĕр хăрушсăрлăх йĕркесене пăхăнмалли пирки те манмалла мар.

Ачасене инкек-синкекрен асăрхаттарас тĕллевпе Березовкăри библиотека тата культура çурчĕн ĕçченĕсем шкул ачисемпе «Вĕренекенсене хĕллехи хăрушсăрлăх пирки» акци йĕркелесе калаçу ирттернĕ.

Чăнкă тăвайккинчен, тарăн çырмаран ярăннă чух тĕрлĕ суран илме пулать, çавăнпа та ярăнас килсен сиктермен, ытла çÿллĕ мар,  сĕвек вырăнсене суйламалла.

Хĕлле çулсем пăрлак, ÿксе аманассинчен асăрханмалла, шутарман пушмак тăхăнмалла тата пăрпа витĕннĕ вырăнсенчен пăрăнса иртмелле. Машин çÿрекен çул çинче выляма, килекен транспорт ÿмĕнче чупса каçма юраманни пирки сÿтсе явнă. Шăнман пăр та пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Ачасем калаçăва активлă хутшăннă, хăрушсăрлăх пирки хăйсем мĕн пĕлнине тата инкеке лексен мĕнле мерăсем йышăнмалли çинчен мĕн пĕлнине каласа панă.

Çавăн пекех, Çĕнĕ çул çывхарса килнĕ май, ачасене пиротехникăпа 16 çултан аслисен анчах усă курма ирĕк пурри, юсавсăр гирляндăсенчен пушар тухма пултарасси пирки  аса илтернĕ. Ачасене вут-çулăмпа асăрхануллă пулмалли çинчен асăрхаттаракан хутсене салатса панă.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译