Хурамалта асра юлмалли событи пулса иртнĕ. Тăван ен аталанăвне пысăк тÿпе хывнă, ырă ĕçĕсемпе ял-йышра чыс-хисеп çĕнсе илнĕ Николай Яковлевич Тарасов 90 çул тултарнă, çав ятпа саламсем йышăннă.
Юбиляра Хурамал территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Евграфов килне пырсах саламланă, Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе, парнепе чысланă. Валерий Витальевич хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртнă: «Хаклă Николай Яковлевич, эсир пуриншĕн те чăн-чăн тĕслĕх пулса тăратăр. Эсир ку таранччен тунă пуçаруллă ĕçсем манăçа тухман-ха, сирĕн ĕç биографийĕ çав тери анлă. Ăçта эсир ĕçленĕ, çавăнта ырă ят хăварнă. Уйрăмах пушар хуралĕн тытăмĕнче сирĕн çинчен ăшă кăмăлпа аса илеççĕ. Тав сире пур çĕрте те тăрăшуллă пулнăшăн!»
Тăван ялтан нихăçан та тухса каяс тесе шутламан, ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă вăл. Николай Яковлевич вăйпитти çулĕсене Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçлесе ирттернĕ, чылай çул машина çÿретнĕ. Пушар хуралĕнче те хастарлăхпа хăюлăх кăтартса вăй хунă.
Ял çинче ятлă-сумлă пенсионера паллă кунĕ ячĕпе çывăх тăванĕсем, ачисемпе мăнукĕсем пĕрле пухăнса чысланă, тăван кил ăшшине упраса, çут тĕнче илемне туйса тата нумай çул тĕрĕс-тĕкел пурăнма çирĕп сывлăх, тулли телей, татулăхпа канлĕ ватлăх суннă.
Светлана Быкова
Август 2026 |
