Ултавçăсем тĕлĕрменни, вĕсем çынна шăнман пăрпа лартса ямалли çĕнĕрен те çĕнĕ мелсем шыраса тупни пирки таçта та асăрхаттараççĕ. Апла пулин те ĕненекенсем тупăнсах тăраççĕ.
Муркаш районĕнче пурăнакан икĕ ача амăшĕ ултавçăсене ĕненсе хваттерне сутса янă. Ăна сутсан алла кĕнĕ 5 миллион ытла тенкĕ укçине ултавçăсене куçарса панă.
Кăçалхи авăн уйăхĕнче ун патне посылка килнĕ тесе шăнкăравланă, СМС-па килнĕ кода ыйтнă. Унтан хайхи патне Госуслугине такам кĕни пирки çыру килнĕ. Çавна ĕненсе хĕрарăм унта кăтартнă «хĕрÿ» телефон номерĕпе шăнкăравланă. Унпа Федерацин хăрушсăрлăх службин тата Росфинмониторинг ĕçченĕсем текен çынсем калаçнă. Хĕрарăм вĕсем каланине итлесе хваттерне сутса янă. Ку вăл суя килĕшÿ пулĕ тесе ĕнентернĕ хĕрарăма хайхисем. Кайран хĕрарăм хваттер укçине, 5 миллион ытла тенкĕ, ултавçăсене куçарса панă. Ултавçăсене тата та ĕненетчĕ пулĕ те, телее аппăшĕ ку ултавçăсем пулнине ĕнентерме пултарнă.
Август 2026 |
