НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Чун кĕвви ан сÿнтĕр нихăçан

Категория: Публикации Опубликовано: 19.12.2025, 09:00 Просмотров: 182

                  

Декабрĕн 13-мĕшĕнче Туçари культура  çуртĕнче Галина Казаковăн (Блинова) «Мĕн тери хитре тĕнче» ятпа пултарулăх каçĕ иртрĕ.  Хăнасем республикăн тĕрлĕ  кĕтесĕсенчен килсе çитрĕç. Шупашкар хулинчен, Патăрьел, Йĕпреç тăрăхĕнчи тĕрлĕ ялтан пухăнчĕç юратнă тăванĕсем тата хаклă ентешсем.

Уяв каçне «Ахах» халăх фольклор  ушкăнĕн ертÿçи,   Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Ираида Ильина уçрĕ. Галина Казаковăн пултарулăхне, хастарлăхне пысăк хак парса, «Чун кĕвви» ятлă 4-мĕш сăвă кĕнеки кун çути курнă ятпа ăшшăн саламларĕ. Сцена çинче   Чăваш çĕршывне, тăван яла, туслăхпа юратăва, атте-анне пархатарне, çутçанталăк илемне халалласа шăрçаланă  сăвăсем янăрарĕç.

Патăръел тăрăхĕнчен килсе çитнĕ хăнасем уяв хуçине те, курма килнĕ хăнасене те хăйсен тĕлĕнмелле парнипе савăнтарчĕç. Галина Николаевнăна 5-мĕш класра  вĕренекен Данил Александровăн амăшĕпе кукамăшĕ чечексемпе парнесĕр пуçне илемлĕ юрăпа саламларĕç. Кристина Александрова «Чăваш хĕрарăмĕ» тата «Турă панă телей» юрăпа куракансен чун-чĕрине тыткăнларĕ.

1986-мĕш çулта Çĕрпÿ хулин культурăпа çутĕç училищинчен  пĕрле вĕренсе тухнă, халĕ те туслă пурăнакан Татьяна Медведева çамрăк чухне Галина Николаевнăпа епле пурăннине кĕскен те кăсăклă каласа пачĕ. Йĕпреç округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Герман Цыганов Кĕлĕмкасси территори пайĕн пуçлăхĕ ячĕпе Тав çырăвĕпе тата хаклă парнепе чысларĕ.

Галина Николаевнăн ĕçтешĕ Галина Ердеменова та юратнă  мăшăрĕпе Владимир Федорвичпа чунтан саламларĕç, парнесĕр пуçне илемлĕ юрăпа савăнтарчĕç. Ялти хĕрарăмсен ушкăнĕ те сăвăçăн юратнă юррисене тулли кăмăлпа шăрантарчĕ.

Галина Николаевна ячĕпе  тус-тăванĕсем, пĕрле ÿснĕ тантăшĕсем, ентешсем нумай-нумай ăшă сăмах каларĕç. Пултаруллă та вăр-вар Галина Николаевнăна малашне те çут ĕмĕтлĕ сăвăсем çырма ырлăх-сывлăх сунатпăр. Поэзи çăлкуçĕн таппи вăйланса çеç  пытăр!

Ираида Ильина

Пилешпе палан

Халь пилеш ларать хĕп-хĕрлĕ,

Çулăмпах çунать палан.

Ах, савни, хăçан эс килĕн?

Ман пата çулна ан ман.

Пилешпе палан шап-шурă

Чечеке ларсан, санпа

Сăмах панă, тупа тунă

Ĕмĕрех пĕрле пулма.

Çырли хĕрлĕ те илемлĕ,

Питĕ йÿçĕ тутансан.

Эп, савни, сана ĕнентĕм.

Мана мĕншĕн улталан?

«Килĕп, _ терĕн. Кĕр çитсессĕн,

Пилешпе палан пиçсен».

Хĕп-хĕрлех палан, пилеш те,

Эс çеç çук, таçта çÿрен.

Кунсерен çÿретĕп эпĕ

Пилешпе палан патне.

Тунсăхпа аса илетĕп

Чун кĕтни, чун савнине.

Кĕр кунне саватăп эпĕ,

Ытарма çук илемне.

Эсĕ юнашар пулсассăн

Ик хут ÿсĕччĕ телей.

Галина Казакова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译