Тепĕр темиçе кунран истори страницисен хулăм кĕнекине ăсатса яракан çулталăка ăнăçлă вĕçлеççĕ Чăваш Тимешри культура çурчĕ çумĕнчи «Эревет» халăх фольклор ушкăнне çÿрекенсем.
Кăçал ăçта кăна çитсе курмарăмăр-ши, кама кăна хамăрăн ăсталăхпа паллаштармарăмăр-ши? Тăван тăрăхра та çитсе курман ял хăвармарăмăр ĕнтĕ.
Акă, раштавăн 13-мĕшĕнче эпир Шупашкар муниципалитет округне кĕрекен Шоркка ялĕнче пурăнакансем патне çитрĕмĕр, кунти культура çуртĕнче хамăрăн репертуарта тĕп вырăн йышăнакан юрă-ташăсемпе куракансене лайăх кану парнелерĕмĕр.
Вăрăм çул хыççăн палăртнă вырăна çитнĕ-çитменех эпир, 15 çынран тăракан ушкăн, савăнăçлă лару-тăру ытамне лекрĕмĕр. Пире çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, сцена çине тухиччен сĕтел хушшине лартсах тăвансене чысланă пекех хăналарĕç. 2 сехет ытларах пынă концентра Чăваш халăх юрри-кĕввисене шăрантартăмăр, Тимеш тăрăхĕнче тахçанах вăй илнĕ ташăсене халăх умне кăлартăмăр. Асăннă ялти культура учрежденийĕн пуçлăхĕ, вырăнти ансамбле чылай çул ăнăçлă ертсе пыракан Людмила Платонова залра ларакансен ячĕпе пире кăмăллăн та тараватлăн тав турĕ. «Çăкăр-тăвар хире-хирĕç» тенине асра тытса, шорккасем пирĕн пата Раштав кунĕнче çитме шантарчĕç.
Туслăхпа тăванлăх çулне ÿлĕмрен те такăрлатсах тăрăпăр, малашне те пĕр-пĕрин патне çитсе, хамăрăн ăсталăхпа паллаштарассине кун йĕркинчен кăлармăпăр. Кунпа кăна çырлахса лармăпăр, культурăна малалла аталантарасси, ытти çĕре тухса çÿресси ÿлĕмрен те тĕпре пулĕ.
Александр Федулов,
«Эревет» халăх фольклор ушкăнĕн ертÿçи, Чăваш Республикин
тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ
Август 2026 |
