Туçа ялĕнче пурăнакан Сергей Николаевичпа Ольга Евгеньевна Агеевсем пĕрлешсе мăшăрланнăранпа 50 çул çитнĕ. Çемьен паллă кунĕ ячĕпе вĕсене ялти культура çуртне чĕнсе илсех, чечек çыххисем парнелесех саламланă.
Ылтăн туй кĕтсе илнĕ мăшăр адресĕпе Кĕлĕмкасси территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Никонов ăшă сăмахсем каланă. Вăл килăшÿллĕ мăшăра çамрăксемшĕн лайăх тĕслĕх, яланах ырă сĕнÿ-канаш пама, пулăшма хатĕр пулнăшăн, ĕмĕр тăршшĕпех ăçта ĕçленĕ çавăнта тÿрĕ кăмăллă, тăрăшуллă пулнипе палăрнăшăн, тăван ял аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн чĕререн ăшшăн тав тунă, Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕнчен килнĕ свидетельствăпа тата парнепе чысланă.
Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ираида Ильина Агеевсен çемйине çирĕп сывлăх, тулли телей, сÿнми юратупа татулăх, кил вучахĕн ăшшине упраса пурăнма иксĕлми вăй-халпа хавхалану суннă.
Агеевсем йышлă ача ÿстернĕ, çĕршыва юрăхлă çын тунă. Вĕсен ĕçри çитĕнĕвĕсем çинчен те нумай калама пулать. Сергей Николаевич чукун çул çинче вăй хунă. Мăшăрĕ Ольга Евгеньевна малтан «Красный фронтовик» колхоз правленийĕнче бухгалтерта, унтан, 18 çул ытла, почта çыхăнăвĕн ялти уйрă-мĕнче тăрăшнă, чылай çул уйрăм начальникĕ пулнă. Çитĕнÿсем тунăшăн вĕсем иккĕшĕ те чылай наградăна тивĕçнĕ.
Август 2026 |
