Акросăвă
Çĕнĕ çул та çывхарса пырать.
Ĕмĕт-тĕллевсем çула тухаççĕ.
Никĕсе чи çирĕппи выртать,
Тÿперен çут çăлтăрсем пăхаççĕ...
Ентешсем хавхаланса утаççĕ,
Рекордсем кĕтеççĕ вĕсене.
Ĕсĕмсем тарпа-çке çуралаççĕ,
Шухăш хăвалать тек ĕçчене.
Ĕлĕкрен çĕнтерÿпе тăванлă,
Нихăш вăй та чараймасть пире!
Сăмах панă-тăк - хыватпăр анлă,
Аслă çул эпир кĕрешÿре!
Намăс мар - çакна аван туятпăр,
Çитмеллех мĕн палăртни патне.
Ырă кăмăлпа алла тытатпăр
Вулама районăн пичетне.
Ăслă канашсем парсах тăнишĕн
Хисеплетпĕр мар-и хаçатне!
Тусăмçăм, тăванăм, çамрăк йышăм!
Урăх мĕн сунар сире тата;
Савăнсах почта çуртне васкар,
Усăллă ĕç ытларах тăвар!..
Эл. Вăркан
Август 2026 |
