Иртнĕ юнкун Йĕпреçри культура атананăвĕн центрĕ куракансемпе лăк тулчĕ. Ара, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, республикипех паллă эстрада çăлтăрĕ, кулăш ăсти, шоумен тата кинорежиссер (çапах та чи пĕлтерĕшлĕ тата мăнаçланмалли сăлтавĕ - вăл пирĕн ентеш пулни) Виктор Петров çав кун, декабрĕн 3-мĕшĕнче, хăйĕн 69-мĕш çуралнă кунне шăпах çакăнта, ентешĕсемпе пĕрле паллă тума тĕв туни ăна хисеплекенсене, пултарулăхне тивĕçлипех хаклакансене илĕртрĕ те ĕнтĕ çак культура вучахне! Залра улма ÿкмелĕх те вырăн юлмарĕ.
Виктор Аркадьевичăн çулталăкра пĕрре килекен уявĕ хăй çуралнă кĕтесре, Йĕпреç ене аталантарассине хăйсен тÿпине хывакан халăх хушшинче иртнин символла пĕлтерĕшĕ те пур: мĕн чухлĕ ытларах çул пĕчĕк тăван çĕршывран инçетре пурăнатăн, çавăн чухлĕ вăйлăрах туртать вăл хăйĕн ытамне. Ахальтен мар ĕнтĕ артист пултарулăх каçĕн программине хăй çуралса ÿснĕ Хумпуç-Патăрьел салипе çыхăнтарнă номерсене ытларах кĕртнĕ.
Хырăма тытсах кулмалли сценкăсем сахал мар пулчĕç программăра, анчах тăрăхласа, шÿтлесе каланисенче чĕрене хускатакан, тарăн шухăша яракан чăнлăх та пытарăнса тăрать-çке. Виктор Петров пĕр кулăшла курăнура юри каламарĕ пуль ĕнтĕ: «Тепре çĕнĕрен пурнăç пуçлама шăпа тухас пулсан-и, эпĕ ăна сăпка сиксе ÿснĕ, шухă ачалăха, çамрăклăха ирттернĕ çĕртех йĕркелесе ямалла. Атте-аннен сăма-хĕнчен иртмесĕр тăван çĕр çинчех пурăнса ирттермелле!»
Кулăшпа сатира театрĕн артистне çамрăксем эстрада сцени çине тухма çул уçса пулăшнăшăн, тĕрев парса пынăшăн хисеплеççĕ. Çакна унпа пĕрле килсе куракансене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма кăмăл туни те, Виктор Аркадьевича çуралнă кунпа саламласа ăшă сăмахсем калани те ĕнентерсе парать. Чăваш эстрада артисчĕсем Альбина Пăрчăкан, Виктор Шамбулин, Лариса Шаурбина, Николай Ключников, Юлия Воронцова курса ларакансене хаваслă кăмăл-туйăм парнелерĕç, хăйсен репертуарĕнчи чи илемлĕ юррисене шăрантарчĕç. Нумайăшне куракансем кăмăлĕсене ирĕке ярсах артистсемпе пĕрле юрласа чунĕсене уçрĕç.
Артистăн концерт программин шăнăрĕ - тĕп номерĕ - яланхи пекех «Кăлтăрмач-шоу» пулчĕ. Ташлама юратакансем валли пулчĕ ку хутĕнче конкурсĕ. Вуннăн та тухрĕç сцене çине, анатри, вăтам анатри тата тури чăвашсен кĕвви-çеммипе ташша яра пачĕç. Чи пултаруллисене призсемпе хавхалантарчĕ Виктор Аркадьевич, электрочейник, утюг, юр хырмалли кĕреçесем тата ытти тем те пĕр выляттарчĕ. Чи хаклă призĕ – 10 кг таякан сысна çури (артист пĕлтернĕ тăрăх, çурапа «Рассвет» АУО тивĕçтернĕ, ытти призсене «Лидер» суту-илÿ çурчĕ уйăрса панă) Виктор Петровăн ентешне, Хумпуç Патăрьелĕнчи Римма Тимофеевана тухрĕ. Ытти çĕнтерÿçĕсем те хаваспах илчĕç хăйсем тивĕçнĕ парнесене. Чи кăмăла каяканни вара Виктор Петров ÿкернĕ илемлĕ фильм-камите Шупашкарти «+еçпĕл» кинотеатра кĕрсе курмалли билетсем пулчĕç. Çуралнă кунне çак сцена çинче паллă тăвакан ентешĕмĕр питĕ ырă кăмăллă пулни курăнчĕ: вăл кашнине 4-шар билет валеçсе пачĕ. «Кайса курма юрать, - терĕç телейлĕ билетсен хуçисем. - Ентешĕмĕрĕн тепĕр енлĕ талантне мĕншĕн хамăр куçпа пăхса пахалас мар!»
«Виктор, сана çуралнă кунпа саламлатпăр!» концерт чăваш юррине пурте пĕрле юрланипе вĕçленчĕ. Купăс сасси янрасассăн кам вырăнта чăтса ларĕ; Кăмăллă тĕлпулупа киленнĕ халăх ура çинче тата пĕр хум çинче пулнине курсан çуралнă кунне паллă тăваканăн чунĕ сар çу пекех ирĕлнĕн туйăнчĕ, унăн сăн-питĕнче савăк кулă вылярĕ.
«Сывă пулăр! Тепре куриччен!» - терĕ артист, куракансемпе сывпуллашса. Юлашкинчен пурне те çитес çул пулакан юбилейне чĕнчĕ.
Светлана Быкова
Август 2026 |
