Чăваш Енре Раççейри налук органĕсене йĕркеленĕренпе 35 çул çитнине уявланă.
Налук службин ĕçченĕсене тата ветерансене уявпа республика Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă.
Регион ертÿçи палăртнă тăрăх, налук службин тытăмĕнче тăрăшакансем социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕшĕн пысăк тÿпе хывнă, республика хыснин тупăш пайне тивĕçтернĕ тата налук тÿлекенсен ĕç пахалăхне ÿстернĕ.
Август 2026 |
