Çирĕклĕ ялĕнче çак эрнере ăшă та кăмăл-тăйăма çĕклекен уяв иртрĕ. Кунта Тăван çĕршыва паттăррăн хÿтĕлекен салтаксем валли 400-мĕш хÿтĕлев пĕркенчĕкне çыхнине паллă турĕç. Гуманитари ĕçне кÿлĕнни кĕçех икĕ çулталăк çитет, «кикиморăсем» çыхма вара çулталăк та çичĕ уйăх каялла пикеннĕччĕ. «Кашни кун пĕрер пĕркенчĕк!» девизпа ĕçлеççĕ кунта.
Пĕчĕк ялти пысăк та кирлĕ ĕç тăвакансене саламлама хаклă хăнасем те килсе çитнĕ. Пучинкери территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Иванов хастар ушкăна Тав хучĕпе чысларĕ, Ираида Владимирова аслă специалист чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каларĕ. Чи хаклă хăнасенчен пĕри, паллах, Йĕпреç округĕнчи маскировка хатĕрĕсем ăсталакан тата гуманитари пулăшăвĕ пухакан центрăн ертÿçи Роза Хлебникова пулчĕ. «Патриот туйăмне пуринчен ытларах çÿле хуракан яла тахçанах çитсе курма ĕмĕтленнĕччĕ, тинех ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ», - терĕ вăл, çирĕклĕсем хÿтĕлев пĕркенчĕкĕсене çыхас ĕçе мĕнле пуçарса яни çинчен аса илсе каласа панă май. Роза Андреевнăпа пĕр ушкăнра çумма çумăн ĕçлекен Антонина Гавриловăна та клуба пуçтарăннисем курма питĕ хавас пулчĕç, мĕншĕн тесен Антонина Васильевна хăйне çак ял çынни тесех шутлать – унăн ашшĕ Çирĕклĕре çуралса ÿснĕ-çке!
Салам сăмахĕсем калама кÿршĕ ялсем те çитнĕ, Туçара та маскировка пĕркенчĕкĕсем çыхаççĕ, пĕрремĕш утăмсене тума çирĕклĕсем пулăшнине манман вĕсем. Çавăнпа Ираида Ильинапа Валентина Убасникова каланă салам сăмахĕсем çумне тав сăмахĕсем те хушăнчĕç. Чи паха парне вара туçасенчен илемлĕ те чуна тивекен юрăсем пулчĕç. Ялтан çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă салтаксен амăшĕсемпе мăшăрĕсем пархатарлă ĕç тăвакансене чĕререн тав турĕç. Анчах та çакна каласа хăвармалла: ку хĕрарăмсем хăйсем те çак ушкăнрах, çĕнтерĕве çывхартас тесе ыттисемпе пĕр танах вăй хураççĕ.
Çирĕклĕре «кикимора» çыхнипе çеç çырлахмаççĕ, кашни пĕркенчĕк çумне нашлемник çыхса комплект тăваççĕ, хатĕр тупрана ятарласа çĕленĕ кутамккасем ăшне салтаксем валли пĕчĕк парнесем пĕрле чĕркесе чикеççĕ. Пĕр харăсах госпитальсем валли минтерсемпе валиксем çĕлесе хатĕрлеççĕ, ăшне синтепонпа спанбонд юлашкисене вĕтетсе хутăштарса тултараççĕ. Нумаях пулмасть тата тепĕр ĕç пуçарса ячĕç: улма-груша тата сухари типĕтсе вакуумлă хутаçсем ăшне тултараççĕ – кун пек çăмăл апата çапăçăва кĕнĕ чухне кăсъене чиксе кайма пулать.
Çак ушкăна Ираида Федотова ертсе пырать. Ялти клуба вăл кун сиктермесĕр тухать. Тепĕр чухне ирех килет те каялла тĕттĕмленсен çеç таврăнать. Ывăннине туять пулсан та, паттăр хĕрарăмăн сăмахĕ пĕрре: «Салтаксем чăтаççĕ, пирĕн те чăтмалла…».
Ыттисем те çак шухăшпа килĕшеççĕ. Алина Максимова, Алина Андреева, Нина Васильева, Нина Иванова, Вячеслав Петров, Аркадий Иванов, Инна Михайлова, Алиса Андреева, Елена Иванова, Елена Данилова, Светлана Ефремова, Галина Ефремова, Светлана Федорова чунĕсене парсах вăй хураççĕ. Клуба тухса ĕçлекенсемпе танах килте нашлемник çыхса тата кутамккасем çĕлесе пулăшакансен те тÿпи пысăк% Пучинкере пурăнакан Альбина Ивановăпа Вера Игнатьева тата Римма Тимофеевăпа Зинаида Лаврентьева кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерсе тăраççĕ. Транспорт ыйтăвĕсене Сергей Анисимов водитель вăхăтра татса парать.
Пĕркенчĕксем çапăçу хирĕнче кирлĕ пулни телевизорпа кăтартакан репортажсенче те курăна пуçларĕ. Маскировка çыхакансем вара экран çинче хăйсем ăсталакан хÿтлĕх хатĕрĕсене курсан пĕчĕк ачасем пекех савăнаççĕ. Хăйсем кĕлĕ вуласа, чĕрери ĕненÿ асамлăхне хывса хатĕрленĕ маскировка хатĕрĕсем салтаксен пурнăçĕсене упрасса чĕреренех шанаççĕ. Апла пулсан пĕр самантлăха та чарăнма юрамасть, малалла та çанă тавăрсах ĕçлемелле...
Эльвира Анисимова,
çак ушкăнра
ĕçлекенсенчен пĕри
Август 2026 |
