НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Выля, юрла, юратнă купăсăм!»

Категория: Публикации Опубликовано: 28.11.2025, 11:00 Просмотров: 173

Çак çĕкленÿллĕ чĕнÿпе иртнĕ эрнекун Йĕпреçри культура аталанăвĕн центрĕнче хамăр енчи ăста купăсçăсен  фестиваль-конкурсĕ пулчĕ. Купăс калакансен йăлана кĕнĕ тупăшăвне курма халăх яланах йышлă пухăннă, хальхинче те зал туллиехчĕ.

Мероприятин тĕп тĕллевĕсем - халăхăмăр культурине аталантарасси, ĕлĕкрен пыракан йăла-йĕркесене малалла тăсасси, купăс калакансем хушшинче чи талантлисене тупса палăртасси, вĕсене аталанма, çитĕнекен ăрăва çак пултарулăха алла илме хавхалантарасси.

Конкурса хутшăнакансене, вĕсене тĕрев пама килнисемпе куракансене Йĕпреç территори пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Станислав Коннов саламларĕ, вăл пурне те кану каçне тулли кăмăлпа лайăх ирттерме сунчĕ, купăспа вылякансем хушшинче çамрăксене ытларах курас ĕмĕт канăç паманни çинчен пĕлтерчĕ. «Технологисем хăвăрттăн аталанса пыракан ĕмĕрте пурăнатпăр эпир, музыка тĕнчинче те палăрмаллах çĕнĕлĕхсем пулса иртрĕç, тĕрлĕрен илемлĕ кĕвĕ-çемĕ кăларакан аппаратура пит нумай паян. Анчах купăса çитекенни çуках çав...- терĕ Станислав Варсанофьевич, хăйĕн шухăшне палăртса. -  Унăн чĕре патнех пыракан янăравлă сасси кама кăна илĕртмест пуль! Ахальтен мар каларăшсенче те хуткупăса тус вырăннех хураççĕ».

Хальхи фестиваль-конкурса 45 ытла çын хутшăнчĕ, чи кĕçĕнни - искусствăсен шкулĕнче вĕренет, чи асли - 80 çулта. Хамăр округри саласемпе ялсенчен - Туçаран, Кĕлĕмкассинчен, Шăрттантан, Эйпеçрен, Энтриелĕнчен, Чăрăшкассинчен, Пăкăянтан, Экономран, Пысăк Упакассинчен, Ирçе Çармăсран, Пучинкерен  кăна мар, кÿршĕллĕ Патăрьелпе Вăрнар енчен те купăса вылятса юрă-кĕвĕ шăрантарма ăста музыкçăсем килнĕ. Купăс калама юратни çынсене кăна мар, территорисене те, округсене те пĕрлештерет иккен.

Конкурсантсенчен кашни хăйне евĕрлĕхпе палăрчĕ. Малтанах пĕчченшерĕн сцена çине тухрĕç, хăйсен кăмăлне каякан кĕвĕ-çемĕсене выляса савăнтарчĕç куракансене, унтан юрра-кĕвве икшерĕн шăрантарчĕç, юлашкинчен купăсне хăйсем каласа хăйсемех юрларĕç тата ушкăнпа пĕрле мĕнлерех килĕшÿллĕ вăйă-ташă йĕркелеме пултарнине кăтартрăç. Чуна пырса тивекен «Пуçтарăнсан анне килĕнче...», «Тух, савни, анатри урама!», «Симĕс-симĕс топольсем» тата ытти чăваш юррисене итленĕ май, куракансем хăйсем те кăмăлĕсене ирĕке ярсах купăсçăсемпе пĕрле юрларĕç. Пурне те куçа курăнман  туслăхпа тăванлăх хăвачĕ тыткăнларĕ çав самантра!

Жюри çĕнтерÿçĕсене темиçе номинаци тăрăх палăртрĕ. «Чи лайăх купăсçă-солист» номинацире 1-мĕш вырăна иккĕн _ Кĕлĕмкасси культура çурчĕн чысне хÿтĕленĕ Виталий Дмитриев тата Вăрнартан килнĕ Николай Петров пайларĕç. Патăрьел тăрăхĕнчен килнĕ Анатолий Марков 2-мĕш степень лауреачĕ пулса тăчĕ. Виççĕмĕш вырăнта виççĕн - Константин Антонов (Шăрттан), Николай Ильин (Туçа) тата Юрий Кудашкин (Патăрьел). Пултарулăх ушкăнĕпе такмак каласа юрлас-ташлас енĕпе Константин Антонов (Шăрттан) купăсçă мала тухрĕ, 2-мĕш вырăна Виталий Дмитриев (Кĕлĕмкасси), 3-мĕшне Валерий Степанов (Чăрăшкасси) йышăнчĕç. «Гармонистсен дуэчĕ» номинацире палăрнисем - Константин Антоновпа  Анатолий Яковлев (Шăрттан) иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ, 3-мĕш вырăнта - Николай Ильинпа Владимир Ердеменов (Туçа).

 «Юрлакан купăсçă» номинацире Анатолий Марков (Патăрьел) çĕнтернĕ, иккĕмĕшĕнче – Алексей Сергеев (Йĕпреç), виççĕмĕшĕнче - Николай Ильин (Туçа). Пултарулăх коллективне е уйрăм юрăçсене купăспа кĕвĕ каласа юрлаттарас енĕпе пуринчен те маттурри Туçари Николай Ильин пулчĕ, вăл фольклор ушкăнне «Хăна юррине» илемлĕн кăна шăрантарма купăспа кĕвĕ каласа пулăшса пычĕ. Шăрттанти «Улах» фольклор ушкăнне «Чăнах лайăх чĕн йĕвен» халăх юррине юрлаттарнă Константин Антонов купăсçă пултарулăхне иккĕмĕш вырăн парса пахаларĕ жюри. Пуринчен те аслă гармониста, Трифон Сергеева, Кĕлĕмкассинчи культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнне «Пусă шывĕ» юрра кĕвĕ каласа юрлаттарнăшăн тата Эйпеçри культура çурчĕ çумĕнчи «Пилеш» ушкăн юррине кĕвĕ каласа илемлетсе пынăшăн Валерий Ильин купăсçăна 3-мĕш вырăнсем парса чысларĕç. «Халăх инструменчĕсемпе пĕрле кĕвĕ калакан купăсçă» номинацире çаксем палăрчĕç: 1 степень дипломне Константин Антонов (Шăрттан) тивĕçрĕ, иккĕмĕшне - Владимир Ильин (Пучинке). «Такмакçăсен дуэчĕ» номинаци çĕнтерÿçисем - Зоя Яковлевăпа Ольга Савина (Шăрттан).

Чи çамрăк участниксене те палăртмасăр хăвармарĕ жюри. Энтриелĕнчи Тимофей Романова купăспа, Пучинкери Ульяна Ильинана кашăксемпе тата Евгения Васильевăна балалайкăпа ăста вылянăшăн дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарчĕç.

Культура аталанăвĕн центрĕнче çав каç илемлĕ юрă-кĕвĕ, хыттăн алă çупнисем чылайччен ил-тĕнсе тăчĕç. Куракансене конкурсантсемсĕр пуçне «Йĕпреç ен» ансамбль тата унăн солисчĕ Виталий Фокин савăк кăмăл-туйăм парнелерĕç. Кану каçĕ халăхра анлă сарăлнă музыка инструменчĕсем, уйрăмах купăс, темĕнле чаплă тупраран та пахараххине, вĕсемпе каланă кĕвĕ-çемĕ чуна çывăхраххине тепĕр хут ĕнентерсе пачĕ.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译