Тепĕр çынна çут çанталăк уйрăм туйăм мĕн çуралсанах парнелет тейĕн, вĕсем илеме асăрхама, туйма пĕлеççĕ. Пучинке салинче пурăнакан Зоя Алексеевна Акчуринăна çак йыша кĕртес килет манăн. Уншăн тĕрĕ пурнăçĕн уйрăлми пайĕ пулса тăнă. Шурă пусмана чăваш тĕрĕ-эрешĕпе илемлетсе ăна асамлăхпа капăрлăх парнелет вăл.
Зоя Алексеевна нумай çул ачасене пĕлÿ панă. Халĕ тивĕçлĕ канура. Çамрăклах чăваш тĕррин асамлăхĕпе тыткăнланнăскер, вăл паян та унăн аллинчен вĕçерĕнмест. Хĕрĕх ытла çул вăл тĕрĕ тĕрлет. Чи малтанах йĕппе çип тыттарса ал ĕçне хăнăхтараканĕ, паллах, амăшĕ пулнă. Антонова Зинаида Антоновна шкулта химипе биологи вĕрентнĕ. Алли унăн пур ĕçе те питĕ ăста пулнă. Хĕрĕсене те вăл мĕн ачаранах çĕлес, çыхас ăсталăха хăнăхтарас тесе тăрăшнă. Ал ĕç тăвасси хĕрарăмсен яланах йăлара пулнă. Алли çыпăçуллă пулнине кура çĕлес, çыхас ĕçсем ытларах Зоя çинче пулнă. Паян вăл ачалăхри кунсене ăшă туйăмпа аса илет% «Саплăк лартаттăм, çурăлнă кĕпесене çĕлеттĕм. Çĕвĕ машини умне ларма та шаннă мана, вырăн таврашĕ çĕлеттернĕ. Шăтăкла йĕппе те çыхма кăмăллаттăм. Чи юратнă ĕç вара - пуканесене тум çĕлесе е çыхса тумлантарассиччĕ».
Чăваш тĕррипе ятарласа ларасси акă мĕнрен пуçланнă унăн% «Эпĕ ун чухне И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче вĕренеттĕм. Пĕррехинче Станислав Руссков преподаватель пире чăваш тĕрри тĕрлесе килме хушрĕ. Тĕрĕ эрешне шыраса библиотекăна çÿрерĕм. Малтан ăна хут çине ÿкерсе преподавателе кăтартрăм, вăл ирĕк панă хыççăн ĕçе пикентĕм. Хавхалансах, тăрăшсах тĕрлерĕм. Манăн ĕçе ырласа йышăнчĕ ун чухне Станислав Вениаминович, илсе юлчĕ. Çĕввисене мĕнлерех тунă-ши эпĕ ун чухне, астусах каймастăп, анчах та паян курса хак пама май пулнă пулсан питĕ интереслĕ пулĕччĕ».
Липовка шкулĕнче ĕçленĕ тапхăрта Зоя Алексеевна ачасемпе хушма занятисем ирттерме шутланă - ку вĕрентекене ачапа пĕр чĕлхе тупма пулăшать, тепĕр енчен тата ачасен тĕрлĕ енлĕ аталанма май пулни те лайăх. «Шутларăм та, тĕрлессипе кружок йĕркелес терĕм. Ачасем хаваспах килĕшрĕç. Хĕрачасемпе пĕрле арçын ачасем те çÿрерĕç. Канва туянтăм, мулине çиппи кукамайпа аннерен тем чухлех юлнă. Шкул библиотекине «Халăх шкулĕ» журнал килсе тăратчĕ, ун хушшине çĕлеме, çыхма, тĕрĕ тĕрлеме вĕрентекен схемăсем чиксе паратчĕç. Çавăнпа усă курса малтан хам эрешĕсене туса пăхаттăм, кайран ачасене кăтартаттăм. Малтанах çăмăлраххисене суйларăм, çĕввисене тума вĕрентрĕм. Пĕчĕкшерĕн тĕрлеме тытăнтăмăр. Çапла хĕрсем масмаксене тĕрлесе илемлетрĕç. Каччăсен тĕррисене пиççихийĕсем çине вырнаçтартăмăр. Тĕлĕнмелле пек те, анчах та хăш-пĕр арçын ача тĕрĕ тăвас енĕпе хĕрсенчен те ирттерет. Мĕншĕн; Мĕншĕн тесен тĕрĕ шута юратать. Каччăсем вара математика енĕпе вăйлăрах. Эсир асăрханă ĕнтĕ, чăваш тĕрри яланах геометри ÿкерчĕкĕсемпе йĕркеленет. ÿсен-тăран, выльăх-чĕрлĕх, кайăк, çăлтăр, йывăç - пур çĕрте те виç кĕтеслĕхпе тăваткал», - тет Зоя Алексеевна.
Пĕррехинче Зоя Акчуринăна Шупашкар хулине шкулта вĕрентекенсем валли ятарласа йĕркеленĕ семинара кайма сĕннĕ _ унта тĕрĕ çинчен сăмах пырассине пĕлсен хаваспах килĕшнĕ вăл. Çак семинарта чăваш тĕррин чи паллă ăстипе, Раççей халăх маçтăрĕпе, Чăваш халăх академикĕпе Евгения Николаевна Жачевăпа паллашни шăпа парни пулнă Зоя Алексеевнăшăн. Кашни хутĕнчех хуларан çĕнĕ пĕлÿпе, çĕнĕ хавхаланупа таврăннă вăл, чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене пĕлсе ăсталăхне ÿстерсе пынă, хăйĕн пĕлĕвĕсене ачасемпе пайланă.
Вĕрентекен тĕрĕ-эреш историйĕпе, тĕсĕпе, пĕлтерĕшĕпе, мелĕпе паллаштаракан кĕнекесемпе те кăсăкланма тытăннă. «Чăваш тĕрри» (Е. Жачева), «Золотая игла Марии Симаковой» (Г.Н. Иванов-Орков), «Асамлă кĕскĕ эрешĕсем» (Н.И. Захарова-Кульева) тата ытти те сĕтел çинчен каймаççĕ. Пурте - тупра евĕр питĕ хаклă уншăн. Кашни кĕнекере вĕренмелли, тĕслĕх илмелли чылай.
Пучинке шкулне ĕçлеме куçсан та хăйĕн юратнă ĕçне малалла тăснă, кунта та ачасене хăй тавра пухса кружок ертсе пынă. Вĕренекенсем хушшинче иртекен ал ĕç ăстисен районти, республикăри конкурссене хутшăнсан вырăнсăр нихăçан та таврăнман Зоя Алексеевнăн ачисем. Хăй те нумай конкурс витĕр тухса пысăк хака тивĕçнĕ. Ĕçĕсемпе мухтанма тивĕçĕ чăнах та пур. Тĕрленĕ япаласен шутне тахçанах çухатнă ĕнтĕ. Миçе сăмса тутри, салфетка, алшăлли, чÿрече карри, сĕтел çивитти тĕрлемен-ши вăл?! Тăрăшулăхне кура хисепĕ теççĕ. Дипломсемпе Хисеп хучĕсем чылай тĕрĕ ăстин, пурне те асăнса пĕтереймĕн. 2020 çулта «Сурпан Пĕрле» халăх акцийĕ иртнĕччĕ, Чăваш Енри пултаруллă ал ăстисем сурпан тĕрлерĕç. Çак сурпана Зоя Акчурина эрешлесе кăларнă тĕрĕ те илем кÿрсе тăрать. «Сурпан Пĕрле» акцие хутшăннăшăн Чăваш Республикин пуçлăхĕн Олег Николаевăн Тав çырăвне тивĕçнĕ ăстаçă. 2023 çулта республикăри «Тĕрĕ» («Вышивка») халăх пултарулăхĕн фестиваль-конкурсне хутшăнса 1-мĕш степеньлĕ дипломпа таврăннă. Çак çулах тата тепĕр пысăк хисепе тивĕçнĕ Зоя Алексеевна - чăваш тĕррин кружокĕсемпе студийĕсен ертÿçисен «Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче» 5-мĕш республика конкурсĕнчен çĕнтерÿçĕ дипломне илсе таврăннă пултаруллă хĕрарăм. Пĕлтĕр тăван халăхăн этнокультура пуянлăхне упрас, аталантарас, сарас ĕçри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Зоя Акчуринăна Чăваш наци конгресĕ Хисеп грамотипе чысланă.
Тĕрĕ тăвассисĕр пуçне Зоя Алексеевна хушпу, тухья, масмак ăсталама та алли пырать. Вĕтĕ шăрçапа ĕçлеме юратать: мăй çине çыхмалли, хăлхана çакмаллисем туса хатĕрлет, чăваш тĕррипе илемлетнĕ сумкăсем çĕлет. Алли, чăнах та, ылтăн!
Зоя Алексеевна яланах шыравра. Тĕрлемесĕр пултараймастăп, тет вăл. Хăйĕн ĕмĕчĕсенчен хăрамасть тĕрĕ ăсти. Вĕсем вара унăн питĕ хăюллă. Акă нумай пулмасть пĕрне пурнăçа кĕртнĕ вăл. Зоя Алексеевна район карттине тĕрленĕ. Çак ĕçе тĕрĕ тăвакансенчен кашниех пуçăнма пултараять-ши? Хăюллисем анчах пуль. Зоя Акчурина шăпах çавсен йышĕнчен! Карттă пысăкăшне курсан (çÿллĕшĕ 1 м 70 см, тăршшĕ 1 м 90 см) тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн, миçе пин хутчен йĕппе çиппине кĕртсе кăларнă-ши кунта?! Ăçтан чăтăмлăхĕ çитнĕ-ши кашни ял ятне тĕрлеме? Çак ĕçе çын алли пурнăçлама пултарни чăн-чăн асамлăх. «Манăн пуçăмра Йĕпреç округĕн карттине тĕрлес шухăш тахçанах çуралнă. Анчах та ăна тÿрех пурнăçа кĕртеймерĕм. Вырăнтан тапратаканĕ Людмила Николаевна Клементьева пулчĕ. Тавах ăна! Вăл мана район карттине кирлĕ форматпа хут çине кăларса килсе пачĕ. Карттă пысăк пулассине те малтанах пĕлнĕ эпĕ: унта мĕнпур ял тăрăхне кĕртмелле, ял ячĕсене çырса, çак ял тăрăхĕ мĕнпе палăрса тăнине шута илсе ÿкерчĕксем вырнаçтармалла. Çапах та ку мана хăратмарĕ. Малтанах кашни тĕррине макет çине ÿкерсе шутларăм, тĕссене суйларăм. Ялсен историйĕпе те паллашмалла пулчĕ. Ĕмĕт пурнăçа кĕнипе савăнатăп», - тет Зоя Алексеевна.
Чăн-чăн ăстана кирек епле ĕç те парăнать. Чунĕпе илемлĕ çыннăн ĕçĕсем те яланах илемлĕ те килĕшÿллĕ пулса тухаççĕ. Ĕçе курса хаклаканăн, Зоя Алексеевнăна паллаканăн унпа мăнаçланмалли анчах юлать.
Анна Михайлова
Август 2026 |
