Юстици ĕçĕсен патшалăх служби кăçал ашшĕ-амăшĕ çуралнă ачисене ытларах мĕнле ят панине тишкернĕ% Чăваш Енре ачасене ытларах Ева тата Михаил ят панă.
Çавăн пекех ытларах суйлакан ятсен йышне Анна, Виктория, София, Мария кĕнĕ. Арçын ачасене вара Матвей, Роман, Александр, Марк ятсене хураççĕ.
Палăртмалла, кăçал нумайăшĕ «Ача çурални» суперсервиспа усă курнă - йыш хушнисен 72 проценчĕ ун урлă регистраци тума заявлени панă. Питĕ меллĕ, ача çуралнине ĕнентерекен свидетельствăна илес тесен кăшт кăна вăхăт ирттермелле.
Август 2026 |
