НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Алĕç ăстисен пултарулăх каçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 28.11.2025, 10:16 Просмотров: 156

Эйпеçпе Вăтаел ялĕсем алĕç ăстисемпе пуян. Йывăçа касса япаласем тăвасси, чĕнтĕр çыхасси, пир тĕртесси тата тĕрлесси нумайăшне илĕртет. Ăстаçăсенчен пĕри - Лариса Константинова çак тапхăрта Чăваш тĕррин кунĕ ячĕпе ялти культура вуча-хĕнче хăйĕн алĕç япалисен куравне йĕркелерĕ. Масмаксем, тухъясемпе хушпусем, ытти капăрлăхсем, чăваш тумĕллĕ пуканесем куравра хăйсен вырăнĕсене тупрĕç, кашниех илемĕпе клуба килекенсене кăчăк туртсах хăйĕн патне чĕнчĕ.

Лариса ĕçчен, типтерлĕ кăна мар, питĕ активлă хĕрарăм, ялта иртекен мероприятисенчен пĕрре те пăрăнса юлмасть. Кил-тĕрĕшри ĕçсене вĕçлесенех алĕçĕпе ларма та вăхăтне тупать, вăл тунă япаласем пĕринчен тепри хитререх. Хальхинче вăл тĕрлеме вĕренес кăмăллă хĕрарăмсем валли мастер-класс ирттерчĕ, вĕтĕ шăрçасенчен тĕрĕ тумалли меслетсемпе паллаштарчĕ. Выставкăна кăларнă япаласене курма килнĕ хĕрарăмсем хаваспах хутшăнчĕç унта, хăйсен аллисемпе тĕрĕсем туса пăхрĕç.

Тĕлпулăвăн пĕр пайĕ вĕçленсен пурте пĕрле чей ĕçрĕç, килте пĕçернĕ пылак çимĕçе – торта - тутанса пăхрĕç. Пурне те килĕшрĕ кану каçĕ, кăмăллă калаçу чылайччен тăсăлчĕ.

Венера Денисова,

Эйпеçри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译