Чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Пучинке ялĕн культура керменĕнче чăваш тĕрри кунне халалланă «Чăваш тĕрри – ĕмĕр сасси, асаннен паха тупри» уяв иртнĕ. Уява ял халăхĕ, ача сачĕпе шкул ачисем, Березовка ял ĕçченĕсем, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн пайташĕсем, Сĕнтĕрвăрри районĕн Турханкасси культура çурчĕн «Тÿнер» халăх фольклор ушкăнĕ хутшăннă.
Тĕрĕ уявĕн тĕп тĕллевĕ – Йĕпреç муниципалитет округĕн тĕрленĕ карттине халăха кăтартасси, çамрăксене тăван культурăпа тĕплĕнрех паллаштарасси, тăван халăхăн авалхи туприне – чăваш тĕррине – упраса хăварасси тата тĕрĕçĕсен ăсталăхне малалла аталантарасси пулчĕ.
Культура керменĕн фойинче курав йĕркеленĕ. Курава Пучинке, Турханкасси, Березовка ялĕсен тĕрĕçĕсем тĕрленĕ хĕрарăм капăрлă-хĕсене тата ал ĕç ăстисем ăсталанă япалисене вырнаçтарнă. Ăстаçăсен хатĕрĕсемпе тата япалисемпе паллашнă хыççăн уяв халăхĕ керменĕн хăтлă залне куçрĕ.
Пучинке территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Иванов тата Чăваш наци конгресĕн Йĕпреç муниципалитет округĕн вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Людмила Клементьева салам сăмахĕсем каласа чăваш тĕрри кунне халалланă уява уçрĕç. Вĕсем паллă тĕрĕ ăстине Екатерина Ефремовăна сума суса чăваш тĕрри кунне пилĕк çул каялла чÿк уйăхĕн 26-мĕ-шĕнче палăртма йышăннине каларĕç, пурне те çывхарса килекен Чăваш тĕрри кунĕ ячĕпе саламларĕç.
Пучинке ялĕн тĕрĕ ăсти Зоя Акчурина Йĕпреç муниципалитет округĕн тĕрленĕ карттине курава вырнаçтарнă. Пултаруллă та маттур ăстаçă ăна 8 уйăхра тĕрлесе хатĕрлени çинчен каласа пачĕ. Округри кашни ял тăрăхĕн чиккисене çиппе тĕрлесе палăртнă вăл. Карттăра ялсенчи паллă вырăнсене, чиркÿсене кăтартнă. Тĕрленĕ карттă курăмлă тата ăнланмалла пулса тухнă.
Зоя Алексеевнăна тĕрлесе карттă тунăшăн конгресăн Хисеп грамоти, чечек, вырăнти уйрăмăн тата ял хĕрарă-мĕсен Канашĕн парнисене парса саламларĕç, тав турĕç. Тĕрĕ ăстисен куравне хутшăннăшăн Пучинке, Турханкасси, Березовка ялĕсен тĕрĕçисене Тав хучĕсемпе чысларĕç.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Нина Егорова хăйĕн тĕрĕ ăсталăхĕпе паллаштарчĕ. Вăл этнопедагогика никĕсне хывнă Геннадий Волков сăнне тĕрлесе тунă портрет тата паллă вĕрентекенĕн ăслă сăмахĕсене, каларăшĕсене тĕрлесе хатĕрленĕ альбом çинчен каласа пачĕ.
Тĕпчевçĕсемпе ăслăлăх ĕçченĕсем пирĕн мăн асаннесен ал ĕçĕсене мухтаса, «Чăваш тĕрри çыруллă», – тенĕ. Чăнах та, чăваш хĕрĕсемпе хĕрарăмĕсем тĕрленĕ ĕçсенче тăван халăхăн кун-çулĕ, ĕмĕчĕ-шухăшлавĕ çырăннă. Чăваш тĕрри ытти халăх тĕррисенчен илемлĕ, тăпăл-тăпăл, хăйне евĕрлĕ пулнипе уйрăлса тăрать. Çиппе тĕрленĕ тĕрĕсем тĕрлĕ тĕспе, вĕтĕ шăрçасемпе, хаклă йышши чулсемпе килĕшсе тăраççĕ.
Чăваш тĕррине халалланă концерт чаплă пулчĕ. «Пучах» ача сачĕн шăпăрланĕсем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем сăвă каласа, «Юхăм» фольклор ушкăнĕ, «Туслăх» ансамбль тата Сĕнтĕрвăрри районĕн Турханкасси культура çурчĕн «Тÿнер» халăх фольклор ушкăнĕ, Александр Ильин юрă шăрантарса тата ташă ташласа уяв халăхĕн кăмăлне çĕклерĕç.
Чăваш тĕррин ытарайми илемне, эрешĕсен хăйне евĕрлĕхне кăтартакан чăваш тĕрри уявне керменте ирттерни пĕлтерĕшлĕ пулăм пулчĕ. Шăпах çапла чăваш тĕррине чыслани, унăн пуянлăхне халăхра анлăрах сарма, тăван халăхăн ырă йăли-йĕркине упраса хăварма пулăшать.
Чăваш тĕрри – пирĕн халăхăн иксĕлми пуянлăхĕ. Вăл мăн асаннесемпе кукамайсен пехилĕпе пин-пин çул витĕр тухса çак таранччен упранса юлнă. Тăван халăхăн иксĕлми пуянлăхне çухатас марччĕ пирĕн, манас марччĕ. Чăваш пулсан – чăваш юрри те, чăваш сăмахĕ те, чăваш тĕрри те упранса юлĕ. Икĕ кĕскĕллĕ чăваш кĕпи хÿттинче пурăнма пурне те ырлăх та сывлăх, иксĕлми тулли телей тата ăнăçу сунатăп.
Геронтий НИКИФОРОВ,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ
Август 2026 |
