Вĕçĕ
Дронсем шăнасем пек сăрласа çитсен те автомат темшĕн сассине памарĕ. Пурпĕрех çăлăнăç пулмасса пĕлсе-ши, салтак пеме шутламарĕ. Виççĕшĕ те тÿпене шăппăн сăнарĕç.
Мĕнле шавласа килчĕç, çавăн пекех хăвăрт çухалчĕç дронсем, аяккалла, пирĕн чаçсем еннелле васкарĕç вĕсем.
- Эпир кирлех мар иккен... - шÿтлерĕ Максим. - Танксене çунтарасшăн пулĕ те, пултарайĕç-ши?
Телейлĕскерсем, пĕр вăхăт хускалмасăр выртрĕç. Епле те ырă иккен вăл туллин сывласа вăй пухма! Епле те ырă иккен вилĕмрен çăлăнса каллех ĕмĕтленме! Ах, епле те иккен пурăнас килет çакă тĕнчере!
Нумайччен пĕр вырăнта пулма юрамасть. Аманнă-скерсем, шăлĕсене çыртса каллех ура çине тăчĕç. Каллех вĕсем сулăна-сулăна утăм хыççăн утăм турĕç, малалла, килелле çывхарчĕç. Вĕсен кашни пусăмĕ чан сасси пек тăван чĕресене çитсе янрарĕ, шанăçа çухатма памарĕ. Вĕсем парăнмарĕç,ÿкмерĕç. Вĕсем, бинт витĕр юн юхтараканскерсем, анчах та чĕрĕскерсем, малаллах танкăшрĕç...
Вăрмана çитсен, Гриша Викторпа пĕрлех йывăç çине таянчĕ. Хашшăн сывларĕ. Аманнине салтма тăрсан, хирĕçлерĕ, тата шаларах кĕрсен кăна канма хирĕç пулмарĕ.
Пĕчĕк çырма тупрĕç, çавăнта пытанчĕç. Сывлăш çавăрса ячĕç те, вăй килнине туйрĕç те сăмах хушрĕç.
- Хамăрăннисем патне çитме тата çухрăм ытла...
- Çитетпĕр, кунта çăмăлрах, йывăçсем сыхлаççĕ...
- Эх, раци ĕçленĕ пулсан...
- Ун пирки мансам, путвала кĕнĕ чухнех арканчĕ вăл.
- Кăтăш пулнă... Каллех тăван киле курнă... Арăм та, ача-пăча та, аттепе анне те кĕтсе илме тухнă... Куç умĕн-чех ялкăшса тăрать кил çути... Çывăхрах пек... - калаçрĕ Виктор.
Максимпа Гриша, унăн тунсăхне курас мар тесе-ши, ура çине çĕкленчĕç.
- Эсĕ ăçталла - малалла е каялла? - ыйтрĕ пĕри.
- Манăн кил – унта, - кăтартрĕ тепри Украина енне. - Атте, арăм, ывăл ...
- Ну, тавах сана, кĕтменччĕ, ĕненменччĕ... Тулĕк килÿ санăн Раççейре. Санăн аслă асатте-асаннесем Чăвашра ăрусем хăварнă. Санăн пурнăçу та çавăнта пуçланнă, эсĕ те вĕсен йăхĕнчен. Эсĕ, чăваш ачи, епле-ха Украина çынни пулăн? Пурăнни вăл - пĕр япала, несĕл йĕрĕ - урăххи. Хăв ăçтан, камран пуçланнине мансан... Шухăшла, санăн малашлăх санăн алунта. Тепĕр тесен, аннÿ халĕ те Куславккара пурăнать. Ан-нÿпе çапăçатăн, туятăн-и çакна?
- Олеся... Пурăнаймастăп унсăрăн, каçарăр. Ывăл тата... Çĕршыва сутнинчен ытларах çемьене сутатăп. Каçарăр...
Гриша Виктор патне пычĕ, аллине тăсса пачĕ. Максима ыталарĕ. «Сывă пул!» - терĕ кашниех, ют вăрманта малашне мĕн пулассине пĕлмесĕр.
Максим Виктора хулĕ айĕнчен ременьпе çыхрĕ те йывăçсен хушшипе сĕтĕрчĕ. Кăштах кайсан çаврăнса пăхрĕ. Гриша вĕсем çине пăхса тăрать иккен. Икĕ тус тата малалла шурĕç. Тăракан çын вырăнĕнчен хускалмарĕ. Курăнми пулас умĕн Максимпа Виктор тепĕр хут çаврăнса илчĕç. +ак самантра Гриша хăйсем еннелле именчĕклĕн пĕрремĕш утăмсем тунине асăрхарĕç.
- Эпĕ те сирĕнпе, - пĕлтерчĕ вăл утса çитсен. - Эпĕ те - киле...
х х х
Шăнкăрав янăрарĕ. «Вĕсем, вĕсем!» - тесе пурте алăк патне чупса кайрĕç. Уçрĕç кăна, пÿлĕме виçĕ арçын чечек çыххисемпе кĕрсе тăчĕ.
- Ура, ура, ура! - кĕрлерĕ Мускаври хваттер.
Ольăпа Лида упăшкисене çупăрласа илчĕç, ăçтан май килнĕ çавăнтан чуп турĕç, йĕп-йĕпе пичĕсемпе юратнă çынсене ачашларĕç. Ача-пăча ашшĕсен аллисенчен çакăнчĕç, вĕсен ытамĕнче пулчĕç. Гриша кăна пĕр вырăнта тăчĕ. Каярахпа ăна асăрхарĕç те хĕрарăмсем те, ачасем те хупăрласа илчĕç. Кашниех тав сăмахĕ каларĕ ăна.
– Вăрçă пĕтсен пурпĕрех Олесяпа ывăла тупатăп. Пĕрле пулатпăр. Кулон ман пурнăçа çăлса хăварчĕ, тăван çĕре илсе килчĕ. Тавах ăна, асамлă кулона, – терĕ Гриша, арăмĕн сăнĕ çине пăхса.
- Тинех пĕрле! - илтĕнчĕ каллех хĕрарăмсен сасси.
- Тинех килте! - терĕç арçынсем.
Шăв-шав лăплансан, ашшĕ патне Маша хĕрĕ чупса пычĕ.
- Пĕлетĕн-и, эпĕ сăмах панăччĕ, халĕ вара конкурсра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илтĕм! Вăт, каллех Мускавра эпир!
- Пĕлтерчĕ-ха, пĕлтерчĕ-ха аннÿ... Мĕн çинчен çыртăн сочиненине, мĕн ятлă?
- «Манăн атте – герой!» ятлă.
- Мĕнле герой эпĕ, хĕрĕм, ан тĕлĕнтер!
- Мĕнле герой мар ĕнтĕ... - хĕрне хÿтĕлерĕ амăшĕ. - Авă, Алеша вĕренсе пĕтерсен çар училищине каятăп, тет. Сана пăхать, санран тĕслĕх илет. Çакă паха, Максим... Никита вара... Никитăпа калаç-ха. Мускавра волонтерсен пысăк ушкăнне ертсе пырать, ăна пĕлмен пуçлăх çук та пулĕ.
- Ăçта-ха вĕсем, ăçта? - чĕнчĕ Максим. - Килĕр-ха кунта!
Алешăпа Никита хыççăн ыттисем те пĕр пÿлĕме утрĕç, пурте пĕрле пуçтарăнчĕç.
- Çакна асра тытăр% пурнăçра пĕр-пĕрне пулăшмалла, вăрçăра вара туссемсĕр пĕтетĕн, - калаçрĕ вăл. - Хаклăр юлташсене. Хăвна начар пулсан та тусна лайăх ту. Хăв вилсен те ăна çăл.
- Çар училищине пĕрле каятпăр, - пĕлтерчĕç çамрăксем.
Тепĕр каç шавлă эртел Мускаври хваттертен тухрĕ те Хусан вокзалне çул тытрĕ. Пуйăс вĕсене Шупашкара çитерме васкарĕ. Унтан вара инçех те мар - Куславкка, Атăл çинчи çепĕç хула, çула пуçтарăннисен тăван кĕтесĕ, тăван килĕ. Чăтайми кĕтрĕ вăл хăйĕн ывăлĕ-хĕрне...
Август 2026 |
