НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Кашни хăйĕн вăйне, кăмăлне кура пулăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 21.11.2025, 10:39 Просмотров: 217

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас, вĕсене çĕнтерĕве çывхартма хавхалантарас ĕçре Анатри Кĕлешкассинче пурăнакансен тÿпи те пур. Çак ĕçре ял-йыш хастарлăх кăтартать тени йăнăш мар.

Ялти хастарсенчен йĕркеленнĕ ушкăн çулталăка яхăн Чăваш Тимеш ялĕнче ĕçлекен пункта пулăшнă – хÿтлĕх каррисем çине çыхса хумалли «лĕпĕшсем», «эрешменсем» ăсталаса панă. Каярахпа, сетьсене урăх мелпе çыхма тытăнсан, çак япаласем кирлĕ пулма пăрахнă. Çавăнпа та ку ĕçе пăрахăçлама тивнĕ. Анчах та пулăшу парас туртăмпа хăватланнăскерсем алă усса ларас теменĕ +ар тивĕçне пурнăçлакансен йышĕнче хăйсен ентешĕсем те пур-çке, вĕсене мĕнпе те пулин тĕрев памаллах!

Вун ултă çынран тăракан ушкăн шлем çине тăхăнмалли хÿтлĕх хатĕрĕсене çыхма тытăннă. Акă юлашки икĕ уйăхра кăна вĕсем 80 яхăн нашлемник хатĕрленĕ. Ялти çыннăн хăйĕн хуçалăхĕнче те ĕçĕ сахал мар ĕнтĕ, анчах та çĕршывăмăр йывăрлăхра чухне  айăккинчен пăхса тăма та пултараймаççĕ  канăçсăр чĕреллĕскерсем. Анатрикĕлешкассисем те çак йышранах. Хĕрарăмсем урамра ларакан сцена хыçĕнче туса хунă ăшă пÿлĕмре пухăнаççĕ, кунта ĕçлесе ларма пĕтĕм услови пур. Салтаксене валли гуманитари пулăшăвĕ пухассипе те тимлеççĕ ялта. Пĕр шухăшлă пулса паттăрсене пулăшас тĕллевпе куллен кирлĕ япаласем, апат-çимĕç, тумтир пухаççĕ, укçа-тенкĕпе те курăмлă пулăшу параççĕ. Кашни хăйĕн вăйне, майне, кăмăлне кура пулăшать.

Вăл е ку ыйтăва татса пама ял старости Михаил Николаев тата унăн мăшăрĕ Алина пулăшаççĕ. Вĕсем ку енĕпе питĕ хастар. Михаил хăй те Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕленĕ. Йывăр аманнă хыççăн ăн демобилизациленĕ. Тăван тăрăха таврăнсан çапăçу хирĕнче юлнă юлташĕсемпе ентешĕсене пулăшасси унăн чысĕпе тивĕçĕ пулса тăнăĕ Хальхи йывăр вăхăтра кашнин нихçанхинчен те çирĕп, пĕр-пĕринпе çывăх та туслă пулмаллине никамран лайăх ăнланать Михаил. Ахальтен мар  нумай пулмасть Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Тав çырăвĕсемпе чысланă гуманитари  пулăшăвне хутшăнакансен йышĕнче Михаил Николаев та пур.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译