Чăваш патшалăх пукане театрĕн кăçал пысăк юбилей, 80 тултарать. Çавра çула, паллă датăна, халалласа çак культура учрежденийĕнче чылай çул ĕçлесе тĕрлĕ сăнарсем калăпланă артист тата театровед, Чăваш Енри писательсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Кириллов хăйне евĕрлĕ асăнмалăх парнесем хатĕрлени тата çак тапхăрта пулса иртнĕ историне кĕрсе юлмалли чаплă событи çинчен каласа пама питĕ кăмăллă паян.
Пĕрремĕшĕнчен, Геннадий Васильевич тахçанхи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ, хăй лайăх пĕлнĕ ĕçтешĕнчен Эльвира Чернова театроведран (1937-2017) упранса юлнă диплом ĕçĕнчен, алçырăвĕсене тĕплĕн тишкерсе, илемлĕ литература чĕлхипе çырнă «Чăваш пукане театрĕн истори тапхăрĕ (1945-1970 ç.ç.)» чăвашла-вырăсла кĕнекене кун çути кăтартнă. Иккĕмĕшĕнчен, пукане театрĕн 80 çул хушшинче куракансем умне кăларнă ĕçĕсен репертуарне, архивра упранакан документлă материалсене тĕпчесе тунă пĕтĕмлетÿсем çинче никĕсленнĕ произведени, энциклопеди шайне ларакан «Чăваш патшалăх пукане театрĕн репертуарĕ (1945-2025 ç.ç.)» ятпа чăвашла-вырăсла тепĕр кĕнеке пичетлесе кăларнă. Палăртмалла, пĕтĕмĕшле илсен, икĕ кĕнеки те театрăн аталанăвĕпе историне уçса параççĕ, иккĕшĕ те эткерлĕхе юлмалли нимĕнле хакпа та виçме çук ĕçсем. Ку - сумлă юбилей тĕлне ача-пăчана ытларах илĕртекен театра, пĕтĕм чăваш культурине кÿнĕ паха парне!
Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти Наци библиотекинче Геннадий Кириллов тăрăшнипе халăх тупри пулса тăнă историллĕ кĕнекесен презентацийĕ иртнĕ. Автор мероприятие хутшăннисене кĕнекесем кăларас тĕллев хăçан тата мĕнле пуçа килни, вĕсемпе ĕçленĕ май татах та тарăнрах шухăшсем çурални çинчен каласа кăтартнă.
Хăнасем те, сăмах илнĕ май, çĕнĕ изданисемпе паллашнă хыççăн театр кун-çулĕ ал тупанĕ çинчи пекех çывăххăн куç умне тухнине палăртнă. Театр репертуарĕ мĕнлерех улшăнса-çĕнелсе пынине кура, тÿрех калама пулать, кулленхи пурнăçра çитĕнекен ăрăва воспитани парассинче халăхăмăра мĕнлерех проблемăсем хумхантарнă, çавсене кăклассине малти вырăна хурса, витĕмлĕ шухăшлă тата тарăн идейăллă курăнусемпе тухнă пукане театрĕн актерĕсем сцена çине, пуканесен сăнарĕсем урлă шăпăрлансене ырра усалран уйăрма вĕрентнĕ, тĕрĕс çул кăтартнă. Театр ĕçĕ-хĕлĕ халăх шухăш-кăмăлне лайăххи еннелле çавăрассипе тачă çыхăнни тÿрех сисĕнет.
Çĕнĕ кĕнекесен уявĕнче тухса калаçнисем те, культурăпа искусствăн паллă деятелĕсем, сăмахран, Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ (кĕнеке редакторĕ) Инна Никонорова, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ Ирина Кириллова, Надежда Кириллова театровед, Василий Кервен поэт, Валерий Алексин журналист, Геронтий Никифоров вĕрентекен, Василий Павлов артист, пукане театрĕн ĕçченĕсем - Мария Бикулова, Вениамин Сорокин, Петр Никифоров, Владислав Гаврилов тата ыттисем те автор хăйĕн кĕнекисенче театр историне чĕртсе тăратма пултарнине кăна мар, артистсен чунне, вăхăт таппине пулса иртнĕ паллă событисемпе театр репертуарĕ тата чăн пулнă фактсем урлă тĕрĕс уçса пама пысăк ăс-хакăлпа ăсталăх çитернине палăртнă.
Кĕнекесен авторĕ Геннадий Кириллов хăйĕн пĕтĕм пурнăçне пукане театрне панă тесен те йăнăш пулмĕ. Ăна вăл çулсем, ĕмĕр иртнине пăхмасăр çывăх тăванне пĕлнĕ пекех витĕр курса тăрать, çавăнпа ун çинчен çырнă кĕнекисем те хуплашкипе кăна мар, шухăш тарăнлăхĕпе те, сăнÿкерчĕксем тыткăнланипе те вулакансене илĕртеççĕ.
Хамăр пултаруллă ентешĕмĕрĕн канăçсăр чун-чĕрин хĕрÿлĕхĕпе пиçсе тухнă «çимĕçĕсемпе» паллашма тăрăшăр, туссем, эсир те! Ахальтен мар кĕнекене чун çăкăрĕ тетпĕр, вăл пурне те кирлĕ.
Светлана Быкова
Август 2026 |
