Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче «Унылая пора! Очей очарованье!» ятпа республика шайĕнче иртнĕ фотоÿкерÿçĕсен йăлана кĕнĕ конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Конкурса фото ĕçне кăмăллакан 160 ытла ача хутшăннă. Çав шутра - пирĕн округри Пучинке шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Лидия Степанова та.
Вăл конкурса ылтăн кĕр темине çутатакан чи ăнăçлă пулса тухнă фотоÿкерчĕкĕсене тăратнă пулнă. Конкурс комиссийĕ вара пĕтĕм ĕçсем хушшинчен чи илĕртÿллисене. чи лайăххисене суйласа илнĕ. Çавсен шутне Лидăн сăнÿкерчĕкĕсем те лекнĕ. унăн ĕçĕсене «Кĕрхи юмах» номинацире палăртнă. иккĕмĕш вырăн панă. Авторне 2-мĕш степеньлĕ дипломпа хавхалантарнă.
Август 2026 |
