НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Капăр чăваш тумĕсемшĕн - диплом

Категория: Публикации Опубликовано: 21.11.2025, 10:09 Просмотров: 198

Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чĕмпĕр хулинчи Губернаторсен культура керменĕнче регионсем хушшинчи чăвашсен тумĕн «Нарспи» фестивалĕ иртнĕ. Унăн программи çав тери анлă та интереслĕ пулнă. Алĕç ăстисем тунă япаласен куравĕ, дизайнерсем туса хатĕрленĕ костюмсен суту-илĕвĕ, тĕрлес, çыхас, çĕлес ăсталăха алла илме вĕрентекен мастер-классем тата ытти те пулнă.

Фестивалĕн анлă сцени, куракансене чĕрĕ историне илсе кĕнĕ май, тĕрлĕрен кĕвĕ-çемĕпе кăна мар, çитмĕл те çичĕ тĕслĕ çутăпа çиçсе тăнипе те илĕртнĕ хăй патне. Кунта опытлă тата ĕçе тин пуçăнакан дизайнерсем хăйсен костюмĕсене демонстрациленĕ. Чăн-чăнах паха тата илемлĕ чăваш тумĕсемпе наци костюмĕсен дефилине кăтартма хутшăннисен хушшинче пирĕн ентешсем те пулнă, Кристина Макосеевăпа Дина Трякова чăваш пикисем валли ăсталаса хатĕрленĕ кĕпесемпе капăрлăхсене халăх умне кăларнă. Кашни тумăн хăйĕн историйĕ, хăйне евĕрлĕ илемĕ. Дина, сăмахран, чăваш пикисене пĕрлештерекен сăнарăн - Нарспин - каç тĕттĕмлĕхĕнче курăнакан çи-пуçĕсене сăнласа кăтартнă хăйĕн дефилинче, 12 хĕре хамăр халăхăн хăйне евĕрлĕхне палăтракан  кĕпе-тумпа, пуçа тăхăнмалли тата мăя çакмалли капăрлăх япалисемпе - тухьясемпе, масмаксемпе, мăй çыххисемпе - сцена çине кăларнă. Кристинăн коллекцийĕ вара «Эрешлĕ» ятлă пулнă.

Пирĕн çамрăк ăстаçăсем тăван ене лайăх хыпарсемпе, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа таврăннă, вĕсене иккĕшне те дипломсемпе наградăланă тата фестиваль йĕркелÿçисем Чăваш тĕр-рин кунне хамăр республикăра паллă тунă ятпа чăваш театрĕнче ирттерекен уявра хăйсен ĕçĕсене кăтартма чĕннĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译