НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Виççĕмĕш хут тĕнче чемпионĕ пулса тăнă

Категория: Публикации Опубликовано: 21.11.2025, 10:07 Просмотров: 221

Пучинкере çуралса ÿснĕ, тăнче класлă спорт мастерĕн ятне илнĕ Алексей Иванов спортра черетлĕ хут пысăк çитĕнÿ тунă. Вăл, Раççей кирепуканçисен пĕрлештернĕ командин йышĕнче тăнă май, чÿк уйăхĕн 14-17-мĕшĕсенче Китайри Хайнин хулинче кире пуканĕ йăтассипе иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Хальхинче вăл хăйĕн спортри карьеринче виççĕмĕш хут тĕнче чемпионĕ пулса тăнă.

Алексей Иванов чемпионатра 78 кг виçе категори-йĕнче тупăшнă кирепуканçăсем хушшинче чи лайăх кăтарту тунă, 32 кг таякан кире пуканне 203 хут çĕклесе чемпионатăн чи пысăк наградине тивĕçнĕ. Чемпионпа паян Йĕпреç округĕ кăна мар, пĕтĕм Чăваш Ен, пĕтĕм çĕршыв мухтанать. 

Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ, тенĕ пекех Алексей Валерьевич ку таранччен кире спорчĕ енĕпе тивĕçнĕ титулсене шута илсен, çакна палăртсах каламалла, вăл - виçĕ хут европа чĕмпионĕ, виçĕ хут тĕнче чемпионĕ. Иванов шкул саккинченех ку спорт енне кăмăлланă. Хамăр округри спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Петров ирттернĕ тренировкăсене юратса сиктермесĕр çÿренĕ. Пĕрремĕш тренер хăй те шкул ачишĕн кăтартуллă тĕслĕх пулнă, кире пуканне йăтассин хăш-пĕр вăрттăнлăхĕсене шăпах унран вĕренсе пынă вăл.

 Хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнать, çемьеллĕ (Вăрнар енчи хĕрпе пĕрлешсе çемье чăмăртанă), тĕп хулари «Энергия» спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Борис Глинкин патĕнче ăсталăхне туптать. Сăмах май каласан, Китайра иртнĕ тĕнче чемпионатне вăл та хутшăннă, кире пуканне темиçе енлĕ йăтассипе ăмăртса ветерансем хушшинче рекордсмен пулса тăнă (сăнÿкерчĕкре вĕсем пĕрле).

Талпăнуллă, çирĕп вăй-хăватлă ывăла - виçĕ хут тĕнче чемпионне - çуратнă ашшĕ-амăшне Валентинăпа Валерий Ивановсене хăйсен «тĕпренчĕкĕ» çĕнĕ çитĕнÿ тунă ятпа саламлатпăр. Çак çул вĕçĕнче, раштав уйăхĕнче, йышлă çемьере иккĕмĕш ача пулса хĕвел çути курнă Алеша 30 çул тултарать. Çапла вăл паллă кунĕ çитиччен хăйне те ылтăн парнепе хавхалантарнă. Ăна малашне те ăнăçусем тума сунатпăр.

Чăваш ачи, каялла ан чак, ентешÿсене çĕнĕ çĕнтерÿсемпе савăнтарсах тăр!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译