Паллă телерадиожурналиста, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, Чĕмпĕрти чăваш наципе культура автономийĕн уйрăмĕн ертÿçи пулнă Олег Мустаева асăнса ноябрĕн 29-мĕшĕнче Чĕмпĕр хулинче регион шайĕнчи «Янра, хуткупăс!» фестиваль пулать.
Фестиваль пуласси çинчен Хусанти «Сувар» чăваш хаçачĕ хăйĕн сайтĕнче пĕлтернĕ.
Йĕркелÿçĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Ульяновск тăрăхĕнчи чăвашсен лидерне Олег Мустаева халалланă купăсçăсен регионсем хушшинчи фестивалĕн ятарлă хăни Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Игорь Шипков пулать.
Фестиваль пирки тĕплĕнрех 8927-838-46-38 телефонпа ыйтса пĕлме пулать.
Август 2026 |
