НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ачаллă çемьесене - çăмăллăхсем

Категория: Публикации Опубликовано: 21.11.2025, 10:02 Просмотров: 211

Чăваш Республикинче çамрăк çемьесене пулăшас тата ача çуратаслăхне ÿстерес тĕллевпе çĕнĕ улшăну вăя кĕнĕ. 2025-2028 çулсенче виççĕмĕш е ун хыççăн тата ачасем çуралсан çемьесене пĕр хутчен 300 пин тенкĕ тÿлеççĕ.

Тÿлеве тивĕçме амăшĕн те, ашшĕн те 35 çултан çамрăкрах пулмалла. Çемьен Чăваш Ен территорийĕнче пурăнмалла, сахал тупăшлисен шутĕнче пулмалла тата республикăн нумай ачаллă çемьесен регистрĕнче тăмалла. Ачана усрава илекенсем те ку çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ.

Çĕнĕ пулăшу мери «+емье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Кăçал 300 пин тенкĕне 100 çамрăк çемье илмелле. Ун валли бюджетран 30 млн тенкĕ пăхса хунă.

2026 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ачаллă çемьесене тепĕр çĕнĕлĕх кĕтет. Икĕ е ытларах ача çитĕнтерекенсем валли çемье налук тÿлевне (налук кешбекĕ) вăя кĕртеççĕ. Программăпа килĕшÿллĕн: иртнĕ çулхи налука 6 процентлă ставкăпа шутласа унччен 13 процент ставкăпа тÿленин уйрăмлăхне тавăрса парĕç. Ăна илме заявлени çырмалла пулĕ. Заявленисене çитес çулхи июнь уйăхĕнче йышăнма пуçлаççĕ. Налук тÿлевне тавăрса панă чухне çемьен тупăшне пăхаççĕ. Çак çăмăллăхпа официаллă майпа ĕçлекенсем çеç усă курма пултараççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译