НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Страхлав стажне улшăнусем кĕртнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 21.11.2025, 10:00 Просмотров: 201

Социаллă фондăн Чăваш Енри уйрăмĕ 1-мĕш ушкăнри инвалид тата 80 çултан аслăрах çынсене пăхакан граждансен страхлав стажне шута илмелли правилăсене улшăнусем кĕртнĕ.

Çак категорири граждансене пăхнă тапхăра малалла та стархлав стажне кĕртеççĕ, тулли çулталăкшăн 1,8 балл хушса шутлаççĕ.

2025 çултан 1-мĕш ушкăнри инвалидсемпе 80 çултан аслăрах пенсионерсене пăхакан граждансене кашни уйăхра укçа тÿлемеççĕ. Социаллă фонд 1314 тенке пăхакан çыннăн пенсийĕ çумне хушса тÿлет. Ачаран 1-мĕш ушкăнри инвалидсене тата сусăр ачасене пăхакансене çеç компенсаци тÿлевĕпе тивĕçтерессине хăварнă.

Пăхнă тапхăра страхлав стажне шута илме заявлени çырмалла. Ăна инвалида е ватă çынна пăхса тăракан ĕçе е тивĕçлĕ канăва тухсан, çулталăк е темиçе çул иртсен Социаллă фонда тăратмалла. Ватă е сусăр çын уйрăм пурăнать пулсан, пăхнине хăйсен е вĕсен саккунлă представителĕсен çырса çирĕплетмелле.

2025 çулччен ватă çынна е инвалида пăхнă вăхăта кашнин харпăр хăй  счечĕ çинче шута илнĕ. Ыйтусем пулсан 8 800 100 00 01 тÿлевсĕр номерпе шăнкăравласа пĕлме пулать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译