2026 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енре пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе 6,8 процент ÿсĕ, 16477 тенкĕпе танлашĕ. Ку пуçарăва республика Правительствин ларăвĕнче пăхса тухнă, çирĕплетнĕ.
Министрсен Кабинечĕн постановленийĕ тăрăх, уйрăм категориллĕ граждансем валли пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе çакăн пек пулĕ% ĕçлекенсен - 17960 тенкĕ, пенсионерсен - 14170 тенкĕ, ачасен - 15938 тенкĕ. Ку кăтарту пособисене тата пенси çумне хушса тÿлекен укçа-тенке витĕм кÿрет. Улшăну социаллă тÿлев илекен 110 пин çынна пырса тивĕ.
Республикăри ,ç министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, юлашки çулта сахал тупăшлисен шучĕ 19,9 пин çын (10,4 процент) чакнă. Вăтам ĕç укçи хăпарни тата социаллă контрактсем йĕркелени халăхăн пурнăç шайне ÿстерме май панă. 2027 çул тĕлне социаллă контрактсем валли çулталăкне 1 млрд тенкĕ таран уйăрма палăртнă.
Август 2026 |
