Кĕлĕмкасси салинче яланхи йăлапа урамсене çÿп-çапран тасатассипе субботник ирттернĕ. Активистсен ушкăнĕ тĕп урамра тата ун çине тухакан тăкăрлăксенче, ача-пăча вылякан площадкăра пухăнса кайнă ăпăр-тапăра пуçтарса тухнă, палăк йĕри-тавралла, тротуарсемпе çулсене тăкăннă çулçăран шăлса тасатнă.
Хура кĕр кунĕсем тăраççĕ, кĕçех шурă лĕпĕшсем вĕçсе килĕç те тăван тăрăха юр хупласа хурĕ. Унччен хамăр пурăнакан вырăнта тирпейлĕх тума ĕлкĕрсен, çуркуннепе йĕрке тытма çăмăлрах пулать, теççĕ субботнике тухнисем.
Август 2026 |
