Пысăк Упакасси культура вучахĕ çумĕнчи «Кушлавăш уйĕ» фольклор коллективĕ ял халăхне явăçтарса кĕрхи бал ирттернĕ. Унта хутшăннисем хаваспах тĕрлĕ конкурс-ăмăртусенче хăйсен çаврăнăçулăхне, ăс-тăн çивĕчлĕхне, хăвăртлăхĕпе вăйне тĕрĕсленĕ.
Аукцион та йĕркеленĕ вĕсем валли, «Кĕр паллисем», «Савăк пахча» темăсемпе çыхăннă ваттисен сăмахĕсене аса илнĕ, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пуринчен те маларах пĕлессипе тупăшнă, ташă конкурсĕ вара участниксем хушшинче чи талантлисене тупса палăртма пулăшнă.
Кану каçĕ купăс сассисĕр иртмен ку хутĕнче те, фольклор ушкăнĕн артисчĕсем кăмăлĕсене ирĕке ярсах такмак каласа ташланă, карталанса тăрса халăх юррисене кăмăл туличчен шăрантарнă.
Эльвира Еразумова
Август 2026 |
