Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Çĕнĕ Выçли ялĕнче пурăнакансемпе хăнасем ял кунне уявлама вырăнти культура çуртне хаваслă концерта пухăннă. Ял кунĕнче пĕтĕмлетÿсем туса хисепе тивĕçлисене палăртнă. Чи хастаррисене тав çырăвĕсем, хисеп хучĕсем парса чысланă.
+ĕнĕвыçлисене Хурамал территори пайĕн ертÿçи Валерий Евграфов ăшшăн саламланă. Яла аталанса пыма, кунта пурăнакансене хастар та çирĕп сывлăхлă пулма суннă вăл. Ял уявĕ Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе тĕл килнĕ май, Валерий Витальевич ял-йышăн яланах пĕрле пулмалли, пĕр-пĕрне пулăшмалли, кÿршĕсемпе туслă пурăнмалли пирки сăмах каланă. Тĕрĕсех! Пĕрлĕхре - вăй тесе ахальтен каламан».
Уявра ялти «вăрçă ачисене» уйрăм тимлĕх уйăрнă. Çĕнĕ Выçлинче вĕсем вунсаккăрăн. Йывăрлăхсене парăнмасăр, чăтăмлăха çухатмасăр пурнăç лавне малалла туртса çĕршыв, ял, пулас ăру малашлăхĕшĕн çуннăскерсене ентешсен хисепне палăртса тав сăмахĕсем каланă, парнесем парса чысланă.
Нумай çул килĕшÿпе юратура пурăнакан çемьесене кĕрекене пухса чысласси те паха йăла. Вĕсем çамрăксене пĕр-пĕрне хисеплеме, юратăва упрама вĕрентеççĕ, ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Çемье çавăрса çирĕм пилĕк çул пĕрле мĕнпур йывăрлăх-савăнăçа пайлакан виçĕ мăшăр ăшă сăмахсене тивĕçнĕ уявра.
Ялта пĕлтĕр пĕр ача анчах çуралнă. Çапах та, çамрăксем тăван тăрăхра пурăнма юлни савăнтарать. Малашне вĕсен йышĕ ÿссе пырасса шанас килет.
Çулталăк ытла ĕнтĕ çак ялти ырă чĕреллĕ хĕрарăмсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене валли хÿтлĕх каррисем çыхса фронта калама çук пысăк пулăшу кÿреççĕ. Çак ушкăна çÿрекенсене те тав хучĕсемпе чысланă.
Уяв юрă-ташăсăр пулать-и? Çук, паллах! Пучинкери культура çурчĕ çумĕнчи «Юхăм» фольклор ушкăнĕ тата Хурамал артисчĕсем уява хаваслăхпа капăрлăх кĕртнĕ. Чуна хускатакан, кăмăла çĕклекен чылай юрă шăрантарнă сцена ăстисем. Куракансем вĕсене хыттăн алă çупса тав тунă.
Ял кунĕ ячĕпе ирттернĕ уяв пурин кăмăлне те тивĕçтернĕ.
Анна Михайлова
Август 2026 |
