НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çĕр ĕçченĕсене тав, чыс тата мухтав!

Категория: Публикации Опубликовано: 10.11.2025, 09:03 Просмотров: 268

Иртнĕ эрнере, юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче, округри ялхуçалăх отраслĕнче тата тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен професси уявне паллă турĕç. Унта Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов сăмах тухса каларĕ, ял ĕçченĕсене уявпа саламларĕ, ĕçре уйрăмах палăрнисене мухтав хучĕсемпе чысларĕ (кун çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырса кăтартнăччĕ. Ред.). Администрацин ялхуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕ Михаил Ермошкин ялхуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра тăрăшакансен ĕçĕ-хĕлĕпе аталанăвĕ тата тĕллевĕсем çинчен каласа пачĕ. Чыслав меро- приятийĕ хыççăн пирĕн корреспондент Михаил Пантелеймоновичпа тĕл пулнă, вулакансене ял ĕçченĕсен кăçалхи çитĕнĕвĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарма ыйтнă. Акă мĕн пĕлтернĕ вăл.

- Иртсе пыракан çулталăк ялхуçалăх ĕçченĕсемшĕн ăнăçлă килчĕ. Округри агропромышленность комплексĕнче тăрăшакансем  хальхи самана кăларса тăратакан кăткăслăхсене, çанталăк кÿрекен йывăрлăхсене пăхмасăр лайăх кăтартусем тума пултарчĕç кăçал. ,çне кура тупăшĕ те аван  пулмалла.

Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем начар мар тухăç пачĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, пÿлмесене 36,5 пин тонна тырă кĕнĕ, кашни гектартан вăтамран 36,6 центнер илнĕ. Пуринчен те нумайрах тырă пухса илнисем çак хуçалăхсем пулнине палăртма питех те кăмăллă паян, «Исток» агрофирма» тулли мар яваплăхлă организаци кашни гектартан вăтамран 53,6 центнер (чи пысăк кăтарту), «Заря» агрофирма» ООО - 44,4 ц, «Пионер» агрофирма» ООО - 41,5 ц, «Красный партизан» колхоз кашни гектар пуçне 39,5 ц тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче кашни гектартан илнĕ вăтам тухăçпа палăрнисем çаксем% Александр Шаймин уйрăм предприниматель (51,5 ц), Рафис Айсын хресчен (фермер) хуçалăхĕ (39,5 ц), Николай Ястребов хресчен (фермер) хуçалăхĕ (39 ц), Борис Петров хресчен (фермер) хуçалăхĕ (34,8 ц).

Выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçмалăх апат хатĕрлессипе те хуçалăхсем тухăçлă ĕçленĕ. Паянхи кун тĕлне илсен, пĕтĕмпе 8461 т утă, 5580 т сенаж, 11582 т силос е кашни выльăх пуçне 31,9 ц апат единици чухлĕ апат хатĕрленĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсенче, сăмахран, «Заря» агрофирма» ОООра кашни выльăх пуçне тивекен апат виçи 48,7 центнерпа танлашать. Ку _ чи пысăк кăтарту!

Кăçал выльăх апачĕн пахалăхне, выльăх-чĕрлĕхрен илекен продукци производствине ÿстерес тĕллевпе хуçалăхсем пуçаруллăн вăй хунă, тухăçлă культурăсене пусăçаврăнăшне кĕртнĕ. Сăмах май каласан, куккурузăна ытларах вырăн панă, ăна халĕ 4 хуçалăхра, пĕтĕ-мĕшле илсен, 327 гектар çинче туса илме тытăннă. Кунсăр пуçне, палăртмалла, пысăк тупăш паракан культурăсене 2017 çултан пуçласа ытларах та ытларах çĕр лаптăкĕ çинче акса çитĕнтерме пуçланă. «Пионер» агрофирма» ООО, акă, 832 га çинче йĕтĕн ÿстернĕ, кăçал ку культура кашни гектартан вăтамран 21,9 ц тухăç панă. 

Уй-хир культурисен ни-кĕсне 2026 çул валли шанчăклăн хывса  хăварас тĕллевпе хуçалăхсем уйрăмах тăрăшуллă пулчĕç. Ку таранччен 5500 га кĕрхи çĕртме тунă, 1857 га çĕр лаптăкĕ çинче кĕрхи тырă культурисене акнă. Ку вăл палăртнă планăн 84,3 проценчĕ пулать.

Округра ку таранччен усă курмасăр выртнă çĕрсене пусăçаврăнăшне кĕртессипе малалла тимленĕ. Кăçал кăна тепĕр 125 га çĕре кăпкалатса çаврăнăша кĕртнĕ.

Ялхуçалăх организаци-йĕсенче машинăпа трактор паркĕсене çĕнетессипе çине тăрсах ĕçлеççĕ. Предприятисене аталантарма 2025 çулхи 9 уйăх хушшинче пĕтĕмпе 28,29 миллион тенкĕ чухлĕ инвестицисем хывнă пулсан, вĕсенчен 10 ытларах миллионĕ ялхуçалăх техникине туянма кайнă.

Хальхи вăхăтра çĕнĕ техника туянма питĕ хакла ларать, çавăнпа ку таранччен усă курнисене перекетлĕ тата уяса тыткаламалла. Техникăна управа лартассин пахалăхне ÿстерсех пынăшăн хавхалантарас тĕллевпе кăçал районти хуçалăхсем хушшинче ирттернĕ конкурсра «Красный партизан» колхоз мала тухрĕ. Ытти хуçалăхсен те çак колхозран тĕслĕх илесчĕ.

Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче тунă çитĕнĕвĕсене те тишкерсе пăхар-ха. Пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх, хуçалăхсем çак тапхăрта 2662 т аш-какай туса илнĕ, ку вăл иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 116 процент ытларах. Çав шутран 2204 тоннине ялхуçалăх организацийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче (иртнĕ çулти çав тапхăртинчен 124 процент нумайрах) туса илнĕ.

Уйрăмах пысăк производительсем хушшинче çак хуçалăхсем: «Рассвет» уçă акционерлă общество, округра сысна какайĕ туса илнин пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 57 проценчĕ - унăн тÿпи* Рафис Айсынăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ, мăйракаллă        шултра выльăх какайĕ туса илнин пĕтĕмĕшле калăпăшĕн  29 процентне унăн  хуçалăхĕ панă.

Кăçалхи 9 уйăхра округри мĕнпур хуçалăхра пĕтĕмпе 10514 т (иртнĕ çулхи çав тапхăрти калăпăшăн 89 проценчĕ) чухлĕ сĕт сунă. Çав виçерен 3894 тоннине  (иртнĕ çулхи çав тапхăртин 93 проценчĕ чухлĕ пулать) ялхуçалăх организацийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче туса илнĕ, ыттине - уйрăм хушма хуçалăх тытакансем. Округра пуринчен те ытларах сĕт сăвакан организаци - «Красный партизан» колхоз, пĕтĕмĕшле калăпăшăн 50 процентне шăпах çак хуçалăх туса илнĕ.

Выльăх-чĕрлĕхĕн пĕтĕмĕшле шутне илес пулсан, мăйракаллă шултра выльăхсем - 6973 пуç (97 процент), вĕсенчен 3274-шĕ ялхуçалăх организацийĕсенче (107 процент), ыттисем - уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсенче.

Сăвакан ĕнесен йышĕнче пĕтĕмпе 2620 пуç е иртнĕ çулхи çав вăхăтри шайăн 85 проценчĕ пулать. 843 пуç сăвакан ĕне - ялхуçалăх организацийĕсенче тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче. Сыснасен йышĕнче пĕтĕмпе 8549 пуç (76 процент), 8022 пуçĕ - ялхуçалăх организацийĕсенче тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче.

Лашасен кĕтĕвĕ палăрмаллах пысăкланнă, ялхуçалăх организацийĕсенче тата Х(Ф)Хсенче вĕсем пĕтĕмпе 216 пуç, ку иртнĕ çулхи çав вăхăтри шайĕн 155 проценчĕ пулать. 130 пуçĕ - ялхуçалăх организацийĕсенче, Х(Ф)Хсенче, ыттисем - уйрăм çынсен хушма хуçалă-хĕсенче. Сурăхсемпе качакасене уйрăм кил хуçисем кăна тытыççĕ хальхи вăхăтра, вĕсен пĕтĕмĕшле йышĕнче - 4839 пуç, ку иртнĕ çулхи çав вăхăтри шайăн 87 проценчĕпе танлашать.

Пирĕн округри ял ĕçченĕсем професси енĕпе чи маттуррисемпе пултаруллисене палăртас енĕпе республика шайĕнче ирттерекен конкурссене хутшăнмасăр нихăçан та юлмаççĕ, кăçал та вĕсем хăйсен ăсталăхне тĕрĕслесе пăхрĕç. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем вара çĕнтерÿçĕсен йышне те лекме пултарчĕç. Акă, «Империя» агрофирма» ООО операторĕ Марина Степанова машинăпа ĕне сăвассипе палăрчĕ, виççĕмĕш вырăна тухрĕ. «Империя» агрофирмăранах Леонид Гордеев механизатор республикăри сухаçăсем хушшинче тупăшса 2-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Хаçатра сăмах илнĕ май, çакна та каласа хăварасшăн-ха. 2012 çултан пуçласа пирĕн республикăра ĕçе кÿлĕнекен фермерсене пулăшмалли тĕллевлĕ программа пурнăçланать, унпа килĕшÿллĕн Йĕпреç округĕнчи 22 хресчен çак пулăшупа усă курма пултарчĕ. Грантсене тивĕçнисем хăйсен хуçалăхĕсене аталантарма майсем тупрĕç, çакă вĕсем продукци туса илессине ÿстерме пултарнинче те аван палăрать. Вĕсем малашне те хăйсем умне лартнă тĕллевсене çитсех пырасси иккĕлентермест.

Ялхуçалăхĕнче туса илекен чĕртавара ĕçлесе хатĕрлекен предприяти «Волжское перерабатывающее предприятие» ООО çи-тĕнĕвĕсене те палăртсах хăварас килет. Вăл туса илекен тĕп продукцисем  - типĕтнĕ сĕт, услам çу, хытарса хатĕрленĕ сырсем - халăх ыйтакан тавар пулса тăнине ырламалла кăна паян. Чăваш Енре кăна мар, ун тулашĕнче те вĕсене ырласа туянаççĕ. Предприяти малашлăха пысăк шанчăкпа пăхать, производство хăватне ÿстерсех, продукци ассортиментне анлăлатсах пырас тĕллевлĕ.Хальхи вăхăтра кунта 150 çын тăрăшать. Типĕтнĕ сĕт тăвассине татах та анлăлатасшăн, çак тĕллевпе кăçал кăна çĕнĕ цеха хута янă, çывăх вăхăтра сĕт типĕтмелли тепĕр 2 хуран вырнаçтарасшăн, кунпа пĕрлех тасату сооруженийĕсене модернизацилеме, хăватне ÿстерме пăхнă.

Продукци тирпейлекенсен чыслă та тÿрĕ кăмăллă ĕçĕ пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ тата питĕ кирлĕ. Йĕпреç райповĕн çăкăр завочĕн таварне - çăкăр-булка, кулинарипе кондитер изделийĕсене, тортсемпе пирожнăйсене - тавар туянакансем яланах хапăлласа илеççĕ. Пысăках мар коллективра 40 ытларах çын вăй хурать, завод ĕçченĕсем продукци пахалăхне кирлĕ пек шайра тытса тăраççĕ, çакă туянакансен кăмăлне тивĕçтерет.

Ялхуçалăх отраслĕнче, продукци тирпейлекен промышленноçра тимлекенсен тăрăшулăхне кура, эпир паян ытлă-çитлĕ пурăннипе хĕпĕр-тетпĕр, пирĕн мĕн кирли йăлтах пур, сĕтел çийĕ апат-çимĕçпе тулли. +ав вăхăтрах вырăнта туса илекен продукци экологи тĕлĕшĕнчен таса чăн продукт пулнипе туянакансене илĕртет, хальхи саманара чи пахи çакă.

Светлана Быкова

çырса илнĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译