НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Çут тĕнче тавра - 80 минутра»

Категория: Публикации Опубликовано: 24.10.2025, 09:19 Просмотров: 245

Юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче  Йĕпреç муниципалитет округĕн культура  аталанăвĕн центрĕнче Чăваш Енри симфони капеллин концерчĕ иртнĕ. Унăн ячĕ «Çут тĕнче тавра - 80 минутра» пулни хăех куракансене тыткăнланă.

Ара, концерт тăршшĕпех залра ларакансем хăйсене юмахри пек асамлăхсем кĕтсе тăнипе тĕлĕннĕ. Капелла шăрантарнă илемлĕ произведенисене итленĕ май, куракансем ют çĕршывсене, хĕвеллĕ те илĕртÿллĕ Испанипе Италине тата ытти çĕре те çитнĕ, çепĕççĕн шăранса юхакан юрăсене итлесе чунĕсемпе каннă.

Симфони капелли вылянă кĕвĕсем тăрăх çĕр чăмăрĕн тĕрлĕ кĕтесĕсене «çитсе курнă» вĕсем, унти атмосферăпа, çут тĕнче илĕртÿлĕхĕпе киленнĕ. Ку кăна мар, тĕрлĕ кĕвĕ-çемĕ итленĕ май шухăшпа таçти çĕршывра та пулнă хыççăн, чăвашсен «Кай, кай, Ивана» юррипе тăван ене каялла таврăнни тата еплерех паха! Тăван халăх юрри чуна çывăх, вăл çăкăр, сывлăш пекех кирлĕ.

Тĕнче курса çÿреме ĕмĕтленетĕр-и эсир? Ĕмĕтленетĕр пулсан, сирĕн симфони капеллин çак концертне курмалла, юрă-кĕвĕ çеммипе çул çÿреме те питĕ аван!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译