Вырăнти авторăн çĕнĕ кĕнеки кун çути курни – яланах савăнăçлă та пысăк пулăм. Ун çинчен вулакансене каласа парас килет. Пысăк Упакасси ял библиотекинче Нина Михайловна Ерилеевăн «Кĕрхи сывлăм» кĕнекине халалланă каç иртрĕ.
Нина Михайловна – пирĕн хушăра пурăнакан пултаруллă поэт. Унăн хайлавĕсем тăван çут çанталăкăн илемне тата хамăр тăрăхра пурăнакан кашни çыннах çывăх тарăн туйăмсене уçса параççĕ. Мероприятинче поэтăн сăввисем янăрарĕç. Вĕсем ларакансен чĕрисене самаях тыткăнларĕç. Автор хăйĕн кĕнекинчи кăсăклă та тарăн сыпăксене вуласа пачĕ.
Упакасси çĕрĕ нумай паллă çынна тĕнчене кăларнă, вĕсенчен чылайăшне эпир Нина Михайловнăн тĕпчев ĕçĕсене пула пĕлтĕмĕр. Кушлавăш уйне чапа кăларнă, Упакассире çуралса ÿссе тĕнчипе паллă пулса тăнă Çемен Элкер поэтăмăр пурнăçне автор тĕплĕн тĕпченĕ, ăна халалласа чылай сăвăсемпе поэмăсем шăрçаланă. Автор çинчен ятарласа хатĕрленĕ слайд унăн пурнăç çулĕпе, литература тунă çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, тата хайлавсем çырма мĕн хавхалантарнине уçăмлăн кăтартса пачĕ.
«Кушлавăш» фольклор ансамблĕ шăрантарнă Нина Михайловна сăввипе кĕвĕленĕ юрă çак каçăн чăн-чăн илемĕ пулчĕ.
Эльвира Еразумова,
библиотекарь
Август 2026 |
