НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Чăваш хĕрарăмĕ, сан умăнта таятăп пуçăма!

Категория: Публикации Опубликовано: 17.10.2025, 13:52 Просмотров: 285

Чăваш наци конгресĕ çулсеренех ирттерекен йăлана кĕнĕ «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма!» регионсем хушшинчи конкурсăн пĕтĕмлетÿллĕ тапхăрĕ кăçал Патăрьел округĕнче, Нăрваш Шăхаль ялĕнчи культура çуртĕнче юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче пулнă. Республика шайĕнчи конкурсăн финалĕнче «Ялти чи лайăх чăваш хĕрарăмĕ» ята çĕнсе илессишĕн виççĕн ăмăртнă. Елчĕк, Шăмăршă тата Йĕпреç округĕсенчи чи хастар та пултаруллă, ĕçчен те маттур, çав вăхăтрах сăпайлă та çепĕç хĕрарăмсем нумай енлĕ тупăшусенче хăйсен ăсталăхĕпе талантне туллин уçса панă. Пирĕн округ чысне Шăрттанта пурăнакан йышлă ача амăшĕ, Иĕпреçри искусствăсен шкулĕн преподавателĕ Оксана Иванова хÿтĕленĕ. Хÿтĕленĕ те çĕнтернĕ, тăван ен чапне çĕкленĕ!

Конкурсăн кашни тĕрĕс-левĕнчен ăнăçлăн тухма ăна хăй çаврăнăçуллă та çыпăçуллă пулни кăна мар, мăшăрĕпе çемйи юнашар пулни, ашшĕ-амăшĕ тĕрев пани,тăванĕсемпе «Улах» фольклор ушкăнĕ хавхалантарни ытларах пулăшнă. Чăнах та, Оксана Анатольевна хăйне пур енĕпе те тивĕçлĕ шайра кăтартнă. Чи малтанах конкурса хутшăнакансен фольклор номерне халăх умне кăлармалла пулнă. Шăрттансем пирĕн енчи чăвашсем ĕлĕк чухне улах ларнипе куракансене паллаштарнă. Кунта Оксана Анатольевна тĕп роле вылянă, Константин Антонов вăйăç купăс каланă кĕвĕпе «Атăл урлă каçнă чух» халăх юррине илемлĕн шăрантарнă. Хыттăн  алă çупса хавхалантарнă улахçăсене куракансем, ват асаннесемпе асаттесен вăхăтĕнчи саманана куç умне кăларнăшăн тав тунă.

Иккĕмĕш тĕрĕслев витĕр те аванах тухнă Оксана Иванова, чăваш апат-çимĕçне куллен тенĕ пекех пысăк çемйи валли пĕçерме хăнăхнă та, шăрттан, шаркку, хуплу, хуран кукли, пÿремеч, чăкăт хатĕрлесси уншăн нихăçан та йывăр пулман, хальхинче те Оксана Анатольевнăпа ăна тĕрев пама пынă çывăх çыннисем килтенех хатĕрлесе килнĕ наци апачĕ шутланакан çимĕçĕсене сĕтел авăничченех лартса тултарнă.  Жюри членĕсем, тутанса пăхнă хыççăн, пурте пĕр шухăшлă пулса, тутлă апатсене чи пысăк балпа пахаланă.

Финал тупăшăвĕнчи виççĕмĕш тĕрĕслев вăхăтĕнче участниксем хăйсемпе тĕплĕнрех паллаштарнă. Куна валли Оксана Анатольевна ятарласа видеоролик ÿкернĕ, хăйĕнпе кăна мар, çемйипе те паллаштарнă. Мăшăрĕ Евгений Александрович хальхи вăхăтра Мускава ĕçлеме çÿрет. Ара, 5 ачана ура çине тăратма нухрачĕ сахал мар кирлĕ-çке! Аслă хĕрĕ Кристина 8-мĕш класра вĕренет, ывăлĕсем те Вадим (7 кл.), Владик (5 кл.) тата Даниил (2 кл.) шкула чупаççĕ, уроксем хыççăн искусствăсен шкулĕнче илемлĕ пултарулăха аталантараççĕ, музыка инструменчĕсемпе калама вĕренеççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ, ÿкереççĕ, спортпа та туслă. Кĕçĕн хĕрĕ, 2 çулти Виктория ача садне çÿрет.

Конкурсăн тепĕр тĕрĕс-левĕ _ çемье йăли-йĕркисемпе паллаштарасси. Ивановсем çемйипех хутшăннă унта, «Салтака кĕтсе илни» номерпе сцене çине тухнă. Паллах, конкурсанткăна тĕрев параканĕсем _ çывăх тăванĕсем, ашшĕ-амăшĕ, «Улах» ансамбль артисчĕсем - активлăх кăтартнă. Курăну чăн пурнăçри пекех чĕрĕ пулса тухнă, курса ларакансене те, жюри членĕсене те тыткăнланă. Амăшĕ хĕсметрен таврăннă ывăлне панă пил сăмахĕсем чĕрисене хускатнă пуринне те, çавна май хăшĕсен куçĕсем те шывланнă. Куншăн Оксана Анатольевна чи пысăк бала тивĕçнĕ.

Юлашкинчен участниксем юрлас-ташлас пултарулăхĕпе савăнтарнă залри халăха, Оксана Анатольевна ку задание те хăйне евĕрлĕ пурнăçланă, Ятарласа вĕсен çемйи валли Юрий Кашкăр çырнă сăвă йĕркисем тăрăх кĕвĕленĕ «Эпир пиллĕкĕн пĕртăван» юрра пурте пĕрле шăрантарнă.

Пĕтĕм конкурссенче чи пысăк балсем илнĕ Оксана Анатольевна çапла гран-прие, хаклă парнесемпе сертификата тивĕçнĕ. Конкурсран хавхаланса таврăнсанах Оксана Анатольевна телефонпа пире çапла пĕлтерчĕ% «Пĕччен хулă хуçăлать,  теççĕ ваттисем. Эпĕ ку конкурсра пĕччен пулмарăм, манпа пĕрле мĕн чухлĕ ырă кăмăллă, чăваш чунĕллĕ  çын тăрăшрĕ. Ку çитĕнĕве пĕрле туптанă çĕнтерÿ тесе хаклатăп. Пурне те тав!».

Ытти участниксене те номинацисем тăрăх палăртса тивĕçлĕ шайра чысланă.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译