Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Йĕпреçри культура çуртĕнче шкул театрĕсен «Асам» фестивалĕн муниципаллă тапхăрĕ иртрĕ. Суйласа илнĕ ĕçсенчен чи лайăх пилĕк коллектив сцена çинче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕ.
Чăваш Республикин шкулĕсенче пурĕ 350 театр студийĕ ĕçлет, вĕсенчен 13-шĕ - Йĕпреçри вĕренÿ çурчĕсенче. Кăçалхи конкурс ĕçĕсене Раççейри Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин тата республикăри Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халалланă май, кашни постановка тарăн пĕлтерĕшпе, чуна пырса тивекен, кăмăла хускатакан туйăмпа пуян та тулли пулчĕ.
Фестивале Йĕпреç муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Светлана Турбина уçрĕ. Вăл пултарулăх коллективĕсене ăнăçу сунчĕ. +ултан çул çамрăк артистсен сцена ăсталăхĕ ÿссе пыни, ачасем пултарулăх енне туртăнни, хăйсен талантне уçса пыни савăнтарнине те палăртса хăварчĕ Светлана Николаевна. Жюри йышĕнче çавăн пекех Йĕпреçри культура аталанăвĕн центрĕн халăх режиссерĕ Наталия Романова, ачасен пултарулăх çурчĕн директорĕ Юлия Солевьева, искусствăсен шкулĕн директорĕ Ирина Еремина тата психолог- педагог Ирина Федорова пулчĕç. Фестивале «Движение первых» юхăмăн ертÿçи Людмила Матвеева ертсе пычĕ.
Ачасем хумханчĕç пулин те, сцена çинче хăйсене ăста артистсем пекех тытрĕç, ролĕсене лайăх вылярĕç. Пилĕк спектакльтен иккĕшĕ чăвашла пулчĕ. Йĕпреçри 2-мĕш номерлĕ шкулти «Çĕнĕ сцена» театр коллективĕ «Çăкăр чĕлли» сценка лартса пачĕ (ертÿçи А.А. Ядрицова). Эйпеçри «Студия театралов» ушкăн «Допрос Вани Солнцева» постановкăпа паллаштарчĕ (ертÿçи М.В. Егорова). Кĕлĕмкасси шкулĕн «Мельпомена» театрĕ Б. Полевой çырнă «Повесть о настоящем человеке» хайлав тăрăх сценка лартрĕ (ертÿçи Н.Г. Степанова). Пучинкери «Маска» театрĕ Л. Агаков çырнă «Салтак ачисем» повеç тăрăх сценка калăпланă (ертÿçи С.А. Иванова). Буинск шкулĕнчи «Первые роли» коллектив Виктор Астафьевăн «Солдат и мать» калавĕ тăрăх спектакль кăтартрĕ (ертÿçисем Н.С. Петрова, Н.М. Хуснутдинова).
Кĕçех çĕнтерÿçĕсен ячĕ те паллă пулчĕ - муниципалитет тапхăрĕнче Буинск шкулĕн артисчĕсем 1-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Ку коллектив çине пысăк яваплăх тиенчĕ - ачасен фестивалĕн республика тапхăрне хутшăнмалла пулĕ, Йĕпреç ятне хÿтĕлеме тивĕ вĕсен.
Иккĕмĕш вырăнта - Йĕпреçри 2-мĕш номерлĕ шкул. Виççĕмĕш вырăна «Мельпомена», «Маска» тата Студия театралов» театр коллективĕсем пайларĕç.
Рольсене чи лайăх вылякансене палăртрĕç% «Чи лайăх арçын ролĕ» диплома Кĕлĕмкасси шкулĕнче вĕренекен Егор Басманцев, «Чи лайăх хĕрарăм ролĕ» - Йĕпреçри 2-мĕш номерлĕ шкулта вĕренекен Ангелина Ядрицова тивĕçрĕç.
«Чи лайăх режиссер ĕçĕ» ята, паллах, çĕнтрÿçĕсене хатĕрлекенсем - Надежда Петрова тата Наиля Хуснутдинова çĕнсе илчĕç.
Çакна та палăртса хăварас килет: «Асам» фестиваль кăçалхипе виççĕмĕш хут иртет, унăн пуçаруçи Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева.
Анна Михайлова
Август 2026 |
