НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Малтисен йышĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 17.10.2025, 11:45 Просмотров: 273

                                   

Юпа уйăхĕн   10-мĕшĕнче   Пăрачкав салинче  А.Н. Крылов академик ячĕпе регион шайĕнчи тинĕспе çар вăййисен пилĕк  енлĕ  тупăшăвĕ  иртрĕ.

Республикăри тĕрлĕ хуласемпе районсенчен  пурĕ 30  команда хутшăнчĕ.  Аслă тата кĕçĕн ÿсĕмри ушкăнсем хăйсен ăсталăхне тĕрĕслерĕç.  Йĕпреç округĕн чысне Çăкалăхри тĕп шкулти  çамрăк армеецсем хÿтĕлерĕç. 15-17 çулхисем хушшинче  (аслă ÿсĕм)  Аня Артемьева,  Павлик Ананьев, Александр Никифоров тата Алиса Семенова пулчĕç.  Кĕçĕн ушкăнрисем йышĕнче Марта Ананьева, Володя Ананьев тата Артур Кержаев ăмăртрĕç. Ачасене ăмăртăва Александр Кошелев вĕрентекен  хатĕрлентерчĕ. Çамрăк армеецсем ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленчĕç.  Каçсерен шкула хатĕрленме çÿрерĕç. Аслă ÿсĕмрисем  ялав семафорĕпе паллăсем парассипе, инçете персе ывăтассипе тата тинĕс тĕввисем çыхассипе 2-мĕш, автомата сÿтсе пуçтарассипе тата пăшалтан  персе тĕл  лектерессипе 4-мĕш вырăн йышăнчĕç.  Кĕçĕн ушкăнрисем тинĕс тĕвви çыхассипе  1-мĕш, аякка персе ывăтассипе 2-мĕш, ялав семафорĕпе паллăсем парассипе 4-мĕш  пулчĕç.  Пĕтĕмлетÿ тăрăх, аслă ÿсĕмре çĕнтерÿçĕ ята Муркаш тăрăхĕнчен  килнĕ команда тивĕçрĕ. Шупашкар хулинчи 40-мĕш шкул команди 2-мĕш  пулчĕç. Çăкалăх шкулĕнчи çамрăк армеецсем  аслă ÿсĕмре 12 команда хушшинче 3-мĕш вырăна тухрĕç. Кĕçĕн ушкăнрисем те çитĕнÿпе савăнтарчĕç. Вĕсем  те 18 команда хушшинче 3-мĕш пулчĕç. Çавăн пекех ăмăртура   лайăх кăтартусемпе палăрнă ачасене уйрăммăн чысларĕç.

Çăкалăх ачисем лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç. Аня Артемьева  автомата сÿтсе пуçтарассипе тата тинĕс тĕвви çыхассипе çĕнтерÿçĕ, инçете персе ывăтассипе 2-мĕш пулчĕ. Павел Ананьев инçете персе ывăтассипе 1-мĕш, ялав семафорĕпе паллăсем парассипе 2-мĕш пулчĕ. Алиса Семенова ялав семафорĕпе паллăсем парассипе 2-мĕш, винтовкăран персе тĕл лектерессипе 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕ. Кĕçĕннисем хушшинче Володя Ананьев инçете персе ывăтассипе тата тинĕс тĕввисем çыхассипе çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Унăн юлташĕ Артур Кержаев тинĕс тĕввисем çыхассипе 3-мĕш пулчĕ.

Лайăх кăтартупа палăрнă ачасене дипломсемпе  медальсем парса чысларĕç. Çăкалăхри çамрăк армеецсен командисем  хĕрÿ тупăшуран кубоксемпе тата дипломсемпе таврăнчĕç.

Юлия Кошелева,

вĕрентекен

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译