НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ырă йăлана сÿнме памасăр

Категория: Публикации Опубликовано: 10.10.2025, 09:47 Просмотров: 325

Пучинке территори пайне кĕрекен ялсенче ĕлĕкренех пыракан ырă йăла пур% çулталăкра икĕ хутчен - çуркуннепе кĕркунне - масарсенче тирпейлĕх тăвас тĕллевпе субботниксем ирттересси.

Акă иртнĕ кунсенче те ял-йыш тасалăх акцине йĕркелеме калаçса татăлнă. Палăртнă кунсенче, юпа уйăхĕн 4-5-мĕшĕсенче, Пучинкепе Савккара тата Çĕнĕ Кĕлĕмкассинче пурăнакансем çăва çинче тăрăшса ĕçленĕ, йывăçсенчен тăкăннă çулçа, хăрăк туратсене касса, тип курăка çулса ытти ăпăр-тапăрпа пĕрле тиесе тухнă.

Туслă ĕçре вăхăт иртни те сисĕнмест, ĕçĕ те кал-кал пырать. Икĕ кун вăй хунă хыççăн масар çинче йĕркелĕхпе тирпейлĕх хуçаланма пуçланă, çавна май ĕçчен çынсен кăмăлĕ тулнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译