Эпир, Йĕпреç енре пурăнакансем, тăван тăрăх сипечĕпе, тивлетлĕ сĕткенĕпе ÿссе çитĕнсе паллă çын пулса тăнă, хисеплĕ ят илнĕ ентешсемпе мухтанмаллипех мухтанатпăр.
Пирĕн хушăра, чăннипех те, мăнаçланмалăх ырă тĕслĕхлĕ, нумай енĕпе талантлă, ятлă-сумлă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Чăваш Тимеш салин маттур та пултаруллă ывăлĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Василий Раймов.
Октябрĕн 9-мĕшĕнче хисеплĕ ентешĕмĕр, янăравлă сассипе, çепĕç те чуна пырса тивекен юррисемпе куракансен кăмăлне хăй енне çавăрма пултаракан ăста артист, пысăк сцена çине тухнăранпа 50 çул çитнĕ ятпа Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче «Çур ĕмĕр сцена çинче» пултарулăх каçĕ ирттерет. Вăл хамăр ентешсене чунтан хисеплесе, сума суса анлă та чаплă концерта пырса курма йыхравлать. Çав каç сцена çине пирĕн юратнă ентешсĕр пуçне вăл хăйĕн пĕтĕм пурнăçне тата пултарулăхне халалланă Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ кăна мар, тата республикăри ытти паллă эстрада артисчĕсемпе юрăçсем тухаççĕ, куракансен чĕрисене тыткăнлама пултаракан чи лайăх юрри-ташшисене парнелеççĕ. Юбилей каçĕ 18 сехет те 30 минутра пуçланать.
Хаклă ентешсем, çитсе курма тăрăшăр концерта, унта сире ĕмĕрлĕх асра юлмалли илĕртÿллĕ те хаваслă самантсем сахал мар кĕтеççĕ!
Август 2026 |
