Кĕлĕмкасси культура çурчĕ те пултарулăх сезонне уçнă. Çак ятпа вырăнти артистсем ял-йыша пысăк уяв концерчĕпе савăнтарнă.
Уява халăх хорĕ уçса «Çÿлте тăрна» тата «Улма-йываç авăнать» халăх юррисене янраттарнă. Пĕтĕм Раççейри тата Пĕтĕм тĕнчери конкурсĕсен лауреачĕ ята тивĕçнĕ хĕрарăмсен вокал ансамблĕ нумай сасăпа юрласа зала янăравлăхпа тултарса куракансен кăмăлне хускатнă.
Çамрăк артистсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарса ырă туйăм парнеленĕ. «Шăнкăрма» тата «Хĕвелпи» ача-пăча фольклор коллективĕсене хыттăн алă çупса тав тунă залра ларкансем. «Пÿрнеске» театр кружокне хутшăнакансем Светлана Асамат, Альбина Юрату тата Аркадий Русаков чăваш поэчĕсен сăввисене хастар каланă. «Энергия» ташă ушкăнĕ вырăс ташшипе уява илем кÿнĕ. Концерта «Йăлтăм» фольклор ансамблĕ вĕçленĕ. Вĕсем халăх юррисене тата такмакĕсем шăрантарнă.
Концерта шăрантарнă юрăсен кĕввисене Виталийпе Максим Дмитриев баянистсем каланă. Шупашкарти музыка училищин студенчĕ Максим баянпа чăваш халăх кĕввисенчен йĕркеленĕ композицисем те питĕ ăста пулса тухнă.
Клубра кĕрхи чечек çыххисен куравĕ те иртнĕ. Ăна яланхиллех «Шураппа» клуб йĕркеленĕ. Килте çитĕнтернĕ чечексенчен тунă илемлĕ çыхăсемпе композицисем зала илем кĕртнĕ.
Куракансем артистсене пурне те тăвăллăн алă çупса тав тунă. Çĕнĕ сезонра культура ĕçченĕсемпе сцена çинче пĕрремĕш утăмсем тăвакансем хăйсен пултарулăхĕпе татах та савăнтарасса, çулталăк мероприятисемпе пуян пуласса куракансем шанаççĕ.
Анна Михайлова
Август 2026 |
