РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарпа Евпатори тăванла хуласем пулса тăрĕç. Чăваш Енĕн тĕп хулипе Крымри хула хăйсен хушшинче килĕшÿ туни çинчен калакан документсене çывăх вăхăтра хатĕрлеме палăртаççĕ.
Аксаков шухăшланă тăрăх, асăннă документа йышăнсан хуласем культура, социаллă пурнăç тата çамрăксен ыйтăвĕпе килĕштерсе ĕçлеме пуçлĕç, Шупашкар ачисем Евпатори хулинче канайĕç.
Шупашкар хулин паянхи кун тĕлне тăванла хуласем 9% Санта-Клара (Куба), Эгер (Венгри), Гродно (Беларуç), Рунду (Намиби), Аньцин (КНР), Сухум (Абхази), Лима (Перу), Торез (ДНР) тата Хэфей (КНР).
Август 2026 |
