Кĕлĕмкассинче пурăнакан чи аслă çулсенчи çынсенчен пĕри, хисеплĕ ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ Зинаида Тарасова çак тапхăрта, 95 çулхи юбилейне паллă тунă май, ăшă саламсем нумай йышăннă.
Зинаида Павловна 1930 çулхи авăнăн 15-мĕшĕнче çак саларах çуралнă, кунти шкулта вулама, çырма, шутлама вĕреннĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пынă çулсенче вăл вăйпитти хĕрарăмсемпе тан тăван колхоз уй-хирĕнче пилĕк авнă, çум çумланă, утă тавăрнă, пуçтарнă, çурлапа тырă вырнă. Вăрçă чарăнсан «Красный фронтовик» колхоз фермине ĕçе кĕнĕ, чылай çул дояркăра, унтан свинаркăра тăрăшнă. ,çчен те çыпăçуллă хĕре хуçалăх ертÿçисем ырласа-мухтаса кăна тăнă. Зинаида Павловна вара ĕçри çитĕнĕвĕсемпе тĕлĕнтернĕ, хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Вăл мăшăрĕпе виçĕ хĕрпе икĕ ывăла пурнăç парнеленĕ, халĕ унăн савăнмалăх 10 мăнук, 15 кĕçĕн мăнук тата кĕçĕн мăнукĕсен 2 ачи пур. Вĕсем йăх-несĕл тымарне хунаттарсах пыни кама савăк кăмăл-туйăм парнелемĕ ĕнтĕ;! Паянхи кун мăн кукамайпа мăн асанне хăйне чăннипех телейлĕ туять.
Нумай ача çуратса ÿстернĕ Зинаида Павловна 1980 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă, анчах килте ĕçсĕр ларма пултарайман, тепĕр 14 çул вăй хунă, колхоз аталанăвне хăйĕн тÿпине хывнă.
Ял-йыш сума сăвакан юбиляра Кĕлĕмкасси территори пайĕн начальникĕ Валерий Никонов, Йĕпреç муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Ева Петрова килне пырсах саламланă, ăшă сăмахсем каланă, тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн тав тунă. Зинаида Павловнăна вĕсем Раççей Президентĕнчен Владимир Путинран тата хамăр округ ертÿлĕхĕнчен килнĕ саламлă открыткăсене панă, асăнмалăх парнесемпе чысланă, хитре чечек çыххи парнеленĕ.
Хисеплесе килнĕ хăнасене хапăлласа йышăннă Зинаида Павловна тата унăн çывăх çыннисем, ватă çынна манманшăн, чыс тунăшăн чĕререн тав тунă.
Светлана Быкова
Август 2026 |
