НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Инспекторсем шкулта пулнă

Категория: Публикации Опубликовано: 24.09.2025, 09:46 Просмотров: 302

Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Енре Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн пĕрлехи кунĕ иртнĕ. Çавна май республикăри çул-йĕр патруль службин инспекторĕсем шкул ачисемпе тĕл пулнă. Мероприятисене çул-йĕрпе транспорт инкекĕсене чакарас, ачасем хăрушлăха лекессине чарас тĕллевпе ирттернĕ.

Çак кун районти шкулсенчи пур классенче те тенĕ пекех ачасемпе тĕллевлĕ калаçусем, викторинăсем  ирттернĕ. Йĕпреçри çул-йĕр инспекторĕ, полици лейтенанчĕ Юрий Тойсинский  тата çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор Елена Наумушкина Пысăк Упакасси шкулĕнчи вĕренекенсеме тĕл пулнă, вĕсене çул çинче пăхăнмалли тĕп правилăсене аса илтернĕ.

Çавăн пекех мотоцикл çине лараканăн водитель прави пулмаллине асăрхаттарнă. Ятарласа вĕренмен, инструкторпа хăнăху илмен «водительсем» хăйсене анчах мар, çул çинчи ытти участниксене те сиен кÿрсе пысăк инкеке лекме пултарассине, ача руль умне ларнăшăн ăна тата унăн ашшĕ-амăшне мĕнле явап кĕтнине ăнлантарнă.

Елена Наумушкина телефонпа шăнкăравлакан ют çынсемпе калаçма пачах та юраманни пирки асăрхаттарнă. Ултавçăсем ачасене суйса, хăратса ашшĕ-амăшĕн укçине тĕрлĕ май-меслетпе вăрласа шăнман пăрпа лартса янисен йышне лекес мар тесен сисчевлĕ пулмалли пирки, çăмăл укçа ĕçлесе илме сĕнекенсене ĕненме юраманни çинчен тĕплĕн ăнлантарнă. Ултавçăсем шăнкăравласа  хăратаççĕ пулсан, тÿрех аслисене е полицие пĕлтермелле.

Тĕлпулу ачасемшĕн питĕ усăллă пулнине палăртнă вĕрентекенсем. Вĕсене вăхăтра кирлĕ сĕнÿ-канаш пани инкеке сирме, йăнăш утăм тăвассинчен пăрăнма пулăшатех!

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译